16 мая 2012 г.
Юрра-ташша, шÿте юратакан çын вăл. Яланах тĕл пулаканпа ăшшăн калаçать, ырă сĕнÿ парса пулăшать. Çулĕсемпе ватă пулсан та вăл, чунĕпе – çамрăк. Ăна кашни мероприятирех курма пулать: докладсем вулать, концертсене ертсе пырать, çав вăхăтрах хăйĕн пултарулăхне те тĕрлĕ енлĕн кăтартать. Çакăн пек пултаруллă çын пурăнать Асанкасси ялĕнче. Вăл – 1932 çулта çуралнă Михаил Никифорович Ванюшин.
Михаил Никифорович нумай ачаллă çемьере çуралнă. Ачаран артист пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах унăн ĕмĕтне пĕр тăван тетĕшĕ Петр, артиста вĕренсе тухнăскер, пурнăçа кĕртме хушман. Вара вăл Чăваш патшалăх университетне çул тытнă. Пĕр çул вĕреннĕ хыççăн çамрăк каччă куçăмсăр майпа вĕренме пуçланă, Пăчăрлă Пашьелĕнчи шкула ĕçе вырнаçнă. Ачасене вăл 42 çул хушши чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. 1967 çулта алла диплом илнĕ хыççăн салтак тумне тăхăннă, виçĕ çул хĕсметре тăнă.
Шкулта ĕçленĕ вăхăтра вăл ачасемшĕн çывăхран та çывăх çын пулнă. Пылчăклă чухне шкула каякансене йăта-йăта каçарнă, вараланса пĕтесрен сыхланă. Артист ăсталăхĕ унра пулнăран вăл шкулта драма кружокĕ те уçнă. Тĕрлĕ спектакльсем хатĕрлесе Михаил Никифорович таврари халăха та савăнтарнă. Шăпах çак кружока Николай Сергеев артист та çÿренĕ.
Ĕçри пултарулăхне кура ăна нумай Хисеп грамотипе, Тав çырăвĕсемпе чысланă. 1985 çулта М.Ванюшина "Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ" хисеплĕ ята панă.
Çак кунсенче Михаил Никифорович хăйĕн çуралнă кунне уявлать. Эпир ăна çирĕп сывлăх, телей сунатпăр.