Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ваçук – штангист

05 мая 2012 г.

ВАÇУК çывăрса тăнă-тăман чÿречерен пăхрĕ те хура-шурăллă, тĕллĕн-тĕллĕн хĕрлĕ тĕслĕ пăрăва асăрхарĕ. Алăк умĕнчи кĕтесе тăнă та пĕчĕкскер хÿрине вылятса, пуçне çĕкле-çĕкле такама тимлĕн сăнать. Арçын ача хуп турттарнă чухне Маруçка пăруланă. 3-мĕш класра вĕренекен Ваçук картишне чупса тухрĕ те тăватă ураллăскере пуçĕнчен, çурăмĕнчен ачашларĕ. Унтан апат çирĕ те шкула васкарĕ.

Ваçук шкултан килсенех Метĕре (çакăн пек ят панă вăл пăрушкана) хăех çитерме пуçларĕ. Амăшĕ ĕне суса кĕрсенех арçын ача пĕчĕкскере сĕт ĕçтерчĕ. Шкул ачи картишне кашни тухмассерен Метĕре йăтма пуçларĕ. Чĕркуçленсе пăру айне кĕрет те çурăм çине хурса çĕклет: пĕрре, иккĕ, виççĕ... – 20-25-е çитиччен. Лешне те килĕшет пулмалла, хÿрине вылятса савăнăçлăн мĕкĕрет.

Çапла пăру кунран-кун ÿсрĕ. Тĕрекленсен ăна картишне кăларчĕç. Кунта Ваçука тата аванрах. Метĕре кирек хăш вăхăтра та вăй çитнĕ таран çĕклет. Лешĕ те ăна кĕтсех тăчĕ, хăвăртрах ярăнасшăн пулчĕ.

Вăхăт иртрĕ. Метĕр аванах тĕрекленчĕ. Ют çынна сĕкме хăтланчĕ. Ваçука çеç хăй çумне пыма ирĕк пачĕ. Анчах арçын ача вăкăра йăтайми пулчĕ. Малтанах вĕсене сăн ÿкерекенсем те тупăнчĕç. Паллах, курман-пĕлмен çын çакна ĕненмест ĕнтĕ, анчах ку чăннипех пулчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика