Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăш пилĕ

05 мая 2012 г.

Калаçас теп чунтан, ачамсем, сирĕнпе,

Пуçри шухăшсене çыратăп йĕркипе.

Пурнăçа пурăннă эпир сирĕншĕн кăна,

Эсир хăвăр та лайăх ăнланатăр ăна.

Уйрăлсан эп сиртен калаймап çаксене,

Ан пăрахăр ачамсем, пурнăçра пĕр-пĕрне.

Савăннă чухне те ялан пулăр пĕрле.

Ан çухатăр нихçан тăванлăх туйăмне.

Пĕр-пĕринчен сире нихçан та уйăрмап,

Тăватсăра та, ачамсем, пит хытă юратап.

Эсир çын пулнишĕн эп чунтан савăнап,

Чĕререн тухакан пехилĕме парап.

Тухса кайсан эсир вĕренмешкĕн килтен

Пĕтĕм шухăшăмăр пулнă сирĕн çинче.

Шаннă эпир ялан сирĕн çине,

Аçăр-аннĕр туйнă эсир тавçăруллине.

Хăвăр ачăрсене юратăр пирĕн пекех –

Ырă пурнăç сире Турă парнелетех.

Нимле пуянлăх та пире кирлĕ пулман,

Мăнуксем юратса ачашшăн йăл кулсан.

Халĕ пирĕн умра пур пит пысăк тĕллев:

Мăнуксен çитĕнĕвĕ ват çынсемшĕн итлев.

Вĕсен пурнăç шăпи телейлĕ пултăрах,

Сар хĕвел яланах юратса пăхтăрах.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика