Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иван Моторин – Шăмăршăра

19 мая 2012 г.

ÇУ уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Б.Моторин ĕçлĕ визитпа пирĕн района килсе çитнĕ. Визит тĕллевĕ - районти пысăк пĕлтерĕшлĕ объектсемпе паллашасси. Чи малтанах хаклă хăна район администрацийĕн пуçлăхĕпе В.П. Фадеевпа, район пуçлăхĕпе И.М. Абсалямовпа, Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕпе В.М. Шумиловпа пĕрле А.Романовăн йывăç тирпейлекен цехĕнче пулса курнă. Асăннă цех 2010 çулхи юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕн пулнă вăрман пункчĕн никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ, ăна арендăна илесси пирки республикăри "Чувашлес" унитарлă предприятипе килĕшÿ тунă. Цех, йывăçа ĕçе кĕртсе, тĕрлĕ продукци хатĕрлесе кăларать, çынсене ытти енĕпе нумай енлĕ пулăшу парать. Сăмахран, 2011 çулта А.Романовăн цехĕ 980 кубла метр пиломатериал хатĕрленĕ, 300 кубла метр йывăç çурса 60 кубла метр тĕрлĕ йышши хăмасем кăларнă. Уйрăм çын предприятийĕ кăçал та начар мар ĕçлет. Пĕрремĕш кварталта кăна кунта 1543,6 пин тенкĕлĕх е пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 561 процент ытларах продукци хатĕрлесе кăларнă. Базăн пĕтĕмĕшле хăвачĕ çулталăкра сакăр пин кубла метр йывăçа ĕçе кĕртме çителĕклĕ. Хальхи вăхăтра кунта 14 çын ĕçлет. 2011 çулта, ĕç рынокĕн республикăри тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн, тата ултă хушма ĕç вырăнĕ йĕркелеме май килнĕ. Уйăхри ĕç укçи те çичĕ пин тенкĕрен кая мар. Предприниматель цехри оборудование те çĕнетсех пыма тăрăшать. Кăçалхи ака уйăхĕнче А.Романов производство помещенийĕсемпе туллинрех усă курас тĕлĕшпе "Таката Рус" ООО конкурсне выляса илнĕ. Министрсен Кабинечĕн председателĕ И.Б.Моторин çитсе курнă тепĕр объект – Палтиел ялĕ çывăхĕнчи шыв хранилищи. Иван Борисович кунти ĕçсем мĕнлерех пынипе паллашнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика