Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районти пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ

19 мая 2012 г.

ИРТНĔ юн кун районта шкул ачисен çуллахи канăвне йĕркелес, çул çитмен ачасен, çемьесен прависене хÿтĕлес тата политика законодательствине реформăлас ыйтусемпе черетлĕ пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ пулса иртнĕ. Ăна ирттерме Шупашкартан килсе çитнĕ делегацин пĕр ушкăнĕ Чăваш Республикин хула строительствин тата общество инфратытăмĕн аталанăвĕн министрĕн çумĕ М.Янковскийпе район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Никифоров ертсе пынипе, Палтиел ялĕ çывăхĕнче тăвакан шыв хранилищине çитсе курнă, кунта ĕçлекенсемпе тĕл пулса калаçнă. "Грани" издательство çурчĕ" ОАО тĕп редакторĕ А.Белов тата район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Л.Портнова ертсе пыракан тепĕр ушкăн районти тĕп больницăра, "Туслăх" физкультурăпа спорт комплексĕнче, Чăваш Республикин çар комиссарĕ А.Мокрушин, ЧР çар комиссариачĕнПатăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи пайĕн начальникĕ В.Ляшенко, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков ертсе пыракан ушкăн çар службине каяс мар текенсемпе ĕçлесси пирки полици сотрудникĕсемпе пĕрле Шăмăршă ял поселенийĕнче канашлу ирттернĕ. Çавăн пекех Чăваш Республикинчи Ял хуçалăх министерствин "Чăваш Республикинчи Продовольстви фончĕ" КУП директорĕ А.Самаркин "А.И. Сатеев" фермер (хресчен) хуçалăхĕнче пулнă, Шупашкарти коопераци институчĕн проректорĕ А.Таймасов педагогика коллективĕсемпе, шкулсенчи выпускниксемпе тĕл пулнă. Пĕрлĕхлĕ информаци кунне хутшăннисем ĕç коллективĕсенче, ялсемпе поселоксенче пулса граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика