Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕх пирки манар мар...

19 мая 2012 г.

Шкул ачисемшĕн чи ырă вăхăт вăл – каникул. Ыйхă тăраниччен çывăрма пулать, никам та ниçта та васкатмасть. Ир ирех тăрса вĕренÿ çуртне те чупмалла мар. Йăлăхтаракан кĕнекесем умĕнче те пуçа ватса лармалла, пÿрнесем хăпаланса тухиччен çыру ĕçĕсене пурнăçламалла мар. Эх, мĕн-тери ырлăх-çке! Кану вăхăтĕнче ачасен хăйсене мĕнле тытмалли çинчен асрах тытмалла. Каникул пырать тесе йĕркерен тухса ашкăнса çÿремелле мар. Каçхине палăртнă вăхăтран ытларах урамра çÿреме юраманнине те асран кăларса пăрахмалла мар. Çакна ашшĕ-амăшĕн сăнасах тăмалла. Çул çитмен çамрăксен 23 сехетрен кая юлса киле кĕмелле маррине вĕсем ăнланма тивĕç ĕнтĕ. Çакăн пирки шкулта ашшĕ-амăшĕн пухăвĕнче яланах аса илтерсе тăраççĕ. Анчах нумайăшĕн хăлхине кĕреççĕ пулĕ çав вĕрентсе, асăрхаттарса каланă сăмахсем. Çул çитмен çамрăксем 23 сехет хыççăн та ним шикленмесĕр урамра çÿреççĕ. "Эпир лăпкă çÿретпĕр, никама та кансĕрлеместпĕр", – теме пăхаççĕ вĕсем. Çапли çапла пулĕ-ха та, анчах саккуна пăхăнмаллах. Ачаранах ирĕклĕхе туйса ÿссен, çитĕнсен йывăр пулмĕ-ши вĕсен пурнăçĕ; Ашшĕ-амăшĕн те ачисене сăнаса, асăрхаса тăрсан тем пекехчĕ. Мĕн те пулин пулсан явапне шăпах вĕсен тытмалла пулать. Эрех-сăрапа та халĕ çамрăклах туслашаççĕ. Аслисемпе пĕр тан çул çитмен çамрăксем алла черкке е курка тытаççĕ. Хăйсене мăнаçлăн тытса ним çÿçенмесĕр, "хаяррине" пушатаççĕ. Çамрăк организм вара эрех-сăрана питĕ хăвăрт хăнăхать. "Симĕс çĕлен" пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн хăйĕн шурлăхне сĕтĕрсе кĕртет. Пирус пирки те çавнах каламалла. Вăл та çамрăк организма çăмăллăнах парăнтарать. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн урамран каçхине кĕрекен тĕпренчĕкĕсене тимлĕн сăнаса пăхсан аванччĕ. Ачисене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтарасчĕ. Шел те, хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕн ачисене асăрхама вăхăчĕ çитеймест. Вĕсем хăйсем кашни кун "çуттипе" хăналанаççĕ. Паян кумĕн çуралнă кунĕ, ыран – кÿршин, виçмине – тăхлаччăшĕн юбилей... Çапла кунран кун сыпмалли сăлтав тупăнсах тăрать. Уявран уява çÿрекенсене вара хăйсемсĕр пуçне никам та интереслентермест. Çакăн пек çемьесенче çитĕнекен ачасен шăписем час-часах синкерлĕ килсе тухаççĕ. Çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парассишĕн пурин те тăрăшмалла. Йĕркеллĕ çын кăна çĕр-шыва усă кÿме пултарать, сывă пурнăç йĕркине тытса пыраканни кăна усăллă ĕçсем ытларах тăвать. Çул çитмен çамрăксене, шăпах вĕсен кăмăл-туйăм вылянчăк вăхăт, тÿрĕ çулпа утма, усал йăла-йĕркерен пăрăнма вĕрентмелле. Çавăн чухне вара çамрăксем преступлени тăвасси те чакĕ. Марина ЧЕРНОВА, райадминистрацин çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комисси секретарĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика