19 мая 2012 г.
Ял хĕрне ĕлĕкренех амăшĕ çăкăр-кукăль пĕçерме, кĕпе-йĕм çума, кил-çурта тирпейлеме вĕрентет. Çакнашкал вĕрентÿ-хăнăхтару витĕр тухнă Хайпăлара çуралса ÿснĕ, халĕ Шăмăршăра пурăнакан Галина Миронова. Галина Александровна шкул хыççăн Шупашкара çул тытнă. Унта ĕçленĕ чухне ăна çуралнă кĕтес хăй еннеллех туртнă. Ытарайми илемлĕ тавралăх, ял çывăхĕнчи вăрман, шăнкăр-шăнкăр юхакан юхан шыв . Çак асамлăх ăна тĕлĕкре те курăннă. Вара вăл хамăр районах таврăннă. Çăкăр-кулач пĕçерме ăста пулнăран-ши Галина Миронова апат-çимĕç комбинатне ĕçе вырнаçнă. Кунта вăл пĕремĕк пĕçерекен цехра 20 çул ытла вăй хунă. Çак ĕçре вăл чун-вартан тăрăшнă, пылак апат тутлă та сĕтеклĕ пултăр тенĕ. Пĕр вырăнта нумай çул ĕçленĕ хыççăн, çак ĕçе юратса пурнăçлатăн, çав ĕçсĕр пурăнаймассине туйса илетĕн. Ылтăн алăллă Галина Александровнăшăн та çаплах пулнă. Вăл вара Леонид Васильевич Корчаков уçнă Шăмăршăри çăкăр пекарьнине ĕçлеме кайнă. Кунта ĕçченлĕхпе, сăпайлăхпа, хастарлăхпа палăрса тăрать. Вăл пĕçернĕ кăпăшка çăкăр-кулача юратса çимен çын çук та пулĕ. Галина Миронова юратнă анне те. Вăл мăшăрĕпе (шел, çут тĕнчерен уйрăлнă) виçĕ ача çуратса ÿстернĕ, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсем халĕ пурте çемьеллĕ. Ытарайми мăнукĕсем те унăн кăмăлне çĕклеççĕ, савăнтараççĕ ăна. Паян ĕçчен те пултаруллă хĕрарăмăн юбилей. Вăл 55 çул тултарать. Ăна ачисем, мăнукĕсем, ĕçтешĕсем, тăванĕсем, юлташĕсем саламлаççĕ, мĕн пур ыррине çеç сунаççĕ.