19 мая 2012 г.
"Крыльца çине тухрăм, çÿле пăхрăм хур-кайăксем, ой, епле вĕçнине. Хур-кайăксем вĕçеç карталанса, кайри - мала, ой, тесе ан калăр..." Салтак юррин сăмахĕсем ытла та хурлăхлăн илтĕнеççĕ, кăмăла хуçаççĕ. Урамра ал шăлли çакнă каччăсем юрласа иртнине курсанах аннесен куçĕсем шывланаççĕ. Ара, камăн-ха хăйĕн тĕпренчĕкне килтен кăларса ярас килтĕр. Анчах каччăсен çар хĕсметне каймаллах, пурнăç шкулĕ витĕр тухмаллах. Тăван çĕр-шыва сыхласси кашни арçыннăн тивĕçĕ. Мĕн шутлаççĕ-ха салтака каясси пирки çамрăксем; ВАЛЕРИЙ (çартан хальтерех çеç таврăннă): – Халĕ пурте салтака каяссинчен хăраççĕ, никамăн та килтен тухса каяс килмест. Анчах арçын тивĕçне пурнăçламаллах. Енчен те çар тумне пĕри те тепри тăхăнма килĕшмесен, кам çĕр-шыва сыхлĕ; СЕРГЕЙ (çара кайман-ха): Салтака кайса килнисенчен хăшĕ-пĕри каласа панине илтетĕп те, кĕлетке тăрăх сивĕ чупса иртет. Темле киревсĕр ĕç пирки те каласа параççĕ. Паллах, чун хăрать. Унтан та ытларах "патак" çиесси шиклентерет. АНДРЕЙ (кĕркунне çара кайма ят тухать): Вăхăт çитсен, каймаллах ĕнтĕ. Ыттисем чăтнине эпĕ чăтаймăп-и вара; Салтака каяссинчен пăрăнса юлакансем те нумай. Укçа тÿлесе çар билечĕ туянаççĕ, врачсемпе туслашса "чирлеççĕ". Эпĕ кун пек хăтланасшăн мар. Турă мĕнле çырнă, çапла пултăр: ăçта ÿкессине малтанах пĕлсе тÿшек сараймастăн-çке. Курмаллине курасах, тÿсмеллине тÿсесех пулать... НИКОЛАЙ (çара каясран пăрăнса юлнă): Мĕншĕн салтакра пĕр çул сая ярас; Килте ыă пурнăçпа пурăнма меллĕ-çке: тревогăпа сиксе тăрасси çук, куç хупмасăр нарядра çĕр ирттересси те маншăн мар. Эпĕ ирĕке хăнăхнă. Атте-аннен пуçĕ ĕçлесен, пурăнма пулать, çар билетне те çăмăллăнах майлаштартăм. Çамрăк вăхăта ялтах савăнса кулса ирттерем. Çапла, çамрăксем пурте пĕр шухăшлă мар. Кам мĕнле пурăнма пĕлет, çавăн пек пурăнать. Укçа хальхи саманара пуç пулса тăнине хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Анчах мулпа çеç пурăнма пулать-и; Хулăм кĕсьеллĕ атте-анне, тете-аппа нумайланни, вырăнта ларакан пуçлăхсем укçа енне алă тăсма вăтанманни лăпкă пурăнасси çинчен мантарчĕ. Çар тивĕçне пурин те туллин пурнăçламалла тетпĕр пулин те, пăрăнса, тарса çÿретпĕр салтакăн çар тумне тăхăнассинччен. Вун пилĕк-çирĕм çул каялла салтак нушине тÿссе ирттермен яшсене ырламан. Пăхаттирсем вырăнĕнче пулнă хĕсметрен тин çеç таврăннă каччăсем. Халĕ вара мĕн куратпăр; Мĕншĕн çамрăксем Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе урăххинче кураççĕ; Ĕлĕкренех арсене çар тумне тăхăнмалла тунă пулсан, паян мĕншĕн вилĕмрен хăранă пек алла пăшал тытса чикĕ хĕррине каймастпăр; Тепĕр чухне çамрăксем салтака каясран пăрăнса юлса тĕрлĕ преступленисем тăваççĕ. Пĕр çул хĕсметре тăрассинчен шикленсе икĕ-виçĕ çул тĕрмере ларни хисеплерех-шим; Çамрăксемпе калаçнă май, вĕсене итленĕ чух, тĕлĕнмелли те, савăнмалли те тупăнать. Мĕнле йывăр пулсан та, чăн-чăн каччăн салтак нушине тÿссе ирттермеллех. Пĕрин хыççăн тепри тарса çÿресен кам Тăван çĕр-шыва, атте-аннене, юратнă хĕрсене тăшманран сыхлĕ; Салтак яланах хисеплĕ çын, унăн ячĕ таса.