Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шупашкарта – кинофестиваль

23 мая 2012 г.

ÇУ уйăхĕн 21-26-мĕшĕсенче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль иртет. Кăçалхипе пиллĕкмĕш хут йĕркелекен мероприяти программипе Чăваш наци библиотекинче иртнĕ пресс-конференцире паллаштарнă. Унăн ĕçне программа директорĕ, фестивалĕн пултарулăх ертÿçи Сергей Лаврентьев киновед, фестивалĕн тĕп режиссерĕ Дмитрий Капустин, çавăн пекех ЧР культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ Вячеслав Фошин, культура программисен республика дирекцийĕн директорĕ Максим Матросов хутшăннă. Программа хатĕр, жюри членĕсем те паллă. Фестивалĕн кăçалхи программине Раççейре çеç мар, ют çĕр-шывсенче е пĕрле ÿкернĕ кинофильмсене те кĕртнĕ. Кураканăн хальччен ниçта та кăтартман ĕçсемпе паллашма май пулĕ. Уяв "Кинофестиваль" (В.Пичул) фильмпа уçăлнă. 2008 çулта ÿкернĕ "Радуга" кинофильм (режиссерĕ В.Чепрасов) тата "БАгИ" (А.Богатырев) картина премьери шăпах Шупашкарта пулĕ. "Случайная связь" (О. Столповская), "Whisky с молоком" (А.Михайлов, Раççей-Польша) кинофильмсене те Мускавра 2-3 хут çеç кăтартнă.  Канн фестивалĕпе танлашайман пулин те вăл Мускав хăнисене çав тери килĕшнине палăртмалла. Вĕсем ăна чун ăшăлăхĕпе йышăнаççĕ, кунта хăйсене хăтлă туяççĕ. Çавăнпа та Шупашкара килес текен йышлă, – тенĕ Сергей Лазарев журналистсем Мускавра пирĕн фестивале мĕнлерех йышăннипе кăсăкланнине хирĕç. Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче "Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестивалĕн кино-шкулĕ" ĕçлет. Унта хутшăнас текенсем ятарлă сертификата тивĕçĕç. Шупашкарти фестивале Раççей кинематографи "çăлтăрĕсенчен" Игорь Верник, Александр Лазарев-кĕçĕнни, Сергей Фетисов, Оскар Кучера, Евгений Герасимов, Дмитрий Астрахан, Ирина Апексимова тата ыттисем те хутшăнаççĕ. Карен Шахназаров та пирĕн патăмăра çитме палăртнă. «Çеçпĕл", "Мир Луксор", "Атăл", "Синема-5" кинотеатрсем, "Каскад" кинокомплекс, "Салют", П.П. Хусанкай тата Трактор тăвакансен культура керменĕсем, ЧР Патшалăх электрон тата кинодокументаци архивĕн кинозалĕ куракансене хаваспах йышăнаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика