Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерĕве халалласа – ачасен конкурсĕ

23 мая 2012 г.

Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 67 çул çитнине халалласа "Единая Россия" партин районти уйрăмĕ "Çĕнтерÿшĕн тавах, мăн асаттеçĕм..." ятпа районти ача-пăча хушшинче творчество ĕçĕсен конкурсне ирттернĕ. Аслă Çĕнтерĕвĕн пысăк пĕлтерĕшне кăтартасси, халăх паттăрлăхне сăнласси, çитĕнекен ăрăвăн патриотизм туйăмĕсене вăйлатасси, тăван çĕр-шыва юратма, унăн историне хисеплеме вĕрентесси, ача-пăчан творчество шухăшлавĕпе ăсталăхне малалла аталантарасси тата ытти те – конкурсăн тĕп тĕллевĕсем пулнă. Конкурс икĕ тапхăрпа иртет. Çак кунсенче ятарлă комисси конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕнчи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, тĕрлĕ ÿсĕмри ачасен 45 ĕçне пăхса тухнă. "Чи лайăх сочинени" номинаци тăрăх аслă ушкăнри ачасем хушшинче Вадим Сергеевăн, кĕçĕн ушкăнри ачасем хушшинче Алиса Полякован (иккĕшĕ те Васанти тĕп шкултан) ĕçĕсем пĕрремĕш вырăн йышăннă тесе палăртнă. "Чи лайăх ÿкерчĕк" номинацире вăтам ушкăнри ачасем хушшинче Анастасия Тимофеева, Ксения Кузьмина, Виктория Угарина, Виталий Кадеев (пурте Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнчен), кĕçĕн ушкăнри ачасем хушшинче Анастасия Ларионова, Андрей Мульдияров, Артем Моисеев, Антон Сапруков (Шăмăршăри "Аленушка" ача сачĕ) призлă вырăнсене тивĕçнĕ. "Чи лайăх фото ÿкерчĕк" номинацире аслă ушкăнра Гульнара Абульханован, вăтам ушкăнра Кирилл Угаринăн (Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкул) ĕçĕсене чи ăнăçлисем тесе йышăннă. "Чи лайăх алĕç ăсталăхĕн япали" номинацире Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулти 3-мĕш класс тата Шăмăршăри "Аленушка" ача садĕнчи Данил Чумуркин мала тухнă. Çÿлерех асăннă ачасене "Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕн Дипломĕсемпе чысланă. Вĕсен творчество ĕçĕсене Шупашкарта иккĕмĕш тапхăрпа иртекен конкурса тăратнă. Республика шайĕнче йĕркелекен конкурсра та районти ачасен творчество ĕçĕсене лайăхпа хакласса шанас килет. Петр ФОМИН, "Единая Россия" партин

районти уйрăмĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика