23 мая 2012 г.
"АПК аталанăвĕ" приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртсе иртнĕ çул сахал яваплă "Исток" обществăра таварлă сĕт-çу ферминчи 200 ĕне усрамалăх витене, ĕнесене пăрулаттармалли тата çамрăк выльăхсене тытмалли уйрăмсене реконструкциленĕ. Ĕçсен пĕтĕмĕшле смета хакĕ – 72,075 миллион тенкĕ. Вăл шутран 57,66 миллион тенкине хуçалăх "Россельхозбанк" ОАО урлă нумай вăхăтлăх çăмăллатнă кредит майĕпе илнĕ. Кăçал та, инвестициллĕ проектсене пурнăçласа, районта выльăх-чĕрлĕх фермисене çĕнетсе улăштарас тĕлĕшпе сахал мар ĕç туса ирттерме палăртнă. Çакнашкал меслетпе çĕнетнĕ витесенче условисем те лайăхланĕç, продукци те ытларах илес шанăç пур. "Сатеев А.И." хресчен (фермер) хуçалăхĕ кăçал 200 ĕне вырнаçмалăх витене реконструкцилесшĕн, техника оборудованине çĕнетесшĕн. Палăртнă тăрăх, витере ĕнесене сумалли зал та пулмалла. Проект сметин хакĕ – 18,7 миллион тенкĕ. "Восход" ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнче те кăçалах 120 ĕне усрамалăх сĕт-çу фермине реконструкцилеççĕ. Проектăн смети – 8 миллион тенкĕ. Сахал яваплă "Шанс" обществăра фермăна реконструкцилеме тата техника оборудованине çĕнетме 10 миллион тенкĕлĕх проект сметине хатĕрленĕ. "Лукьянов А.Г." хресчен (фермер) хуçалăхне 20 ĕне усрамалли витене реконструкцилесе модернизацилеме тăватă миллион çурă тенкĕ кирлĕ пулĕ. Хресчен (фермер) хуçалăхĕ йĕркелесе ярса аталантарас текенсене патшалăх пулăшу парать. Кăçалхи конкурсра И.Гафаровăн çĕр улми çитĕнтерсе ăна ĕçе кĕртмелли 1,1 миллион тенкĕлĕх проекчĕ çĕнтернĕ. Килти хушма хуçалăха аталантарма патшалăхран çăмăллăхлă кредит илекенсен йышĕ те ÿссе пырать. Кăçал ăна районти 278 çын пĕтĕмпе 63,5 миллион тенкĕлĕх илнĕ. Проекта пурнăçа кĕртме пуçланă тапхăртанпа вара 4054 килти хушма хуçалăх илнĕ кредитсен сумми 675,9 миллион тенкĕпе танлашнă.