Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Картиш выльăх-чĕрлĕхпе пуян

23 мая 2012 г.

Çу кунĕсем çитсен ял çыннин ĕç хушăнсах пырать. Унăн ирех тăрса выльăхсене кĕтĕве хăваламалла, пахчара акмалла-çумламалла, шăвармалла. Кунĕпех пушанаймасть вăл. Кивĕ Чукалта пурăнакан Микушкинсем те ир пуçласа каçчен кил-çурт таврашĕнче тăрмашаççĕ. Ĕçчен алăсем валли ĕçĕ тупăнсах пырать. Василийпе Лариса выльăх-чĕрлĕх те нумай тытаççĕ. Вĕсен икĕ ĕне, икĕ пушмак пăру, виçĕ вăкăр, икĕ çăвăрлакан сысна, ултă çура, вунă сурăх, хур-кăвакалпа чăх-чĕп шучĕ те çук. Çакăн чухлĕ выльăх çумне тата вĕсен 30 вĕлле пур. Çавăнпа Микушкинсен сĕтелĕ çинче яланах хăйсем туса илнĕ апат-çимĕç: çу-тăпăрчă, аш-пăш, çăмарта, пыл... Выльăх-чĕрлĕх йышлă усрани çемье бюджетне те пуянлатма пулăшать, ытлашши продукцие сутсан укçи-тенки те пухăнать. Василийпе Лариса хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ. Асли Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче, кĕçĕнни 8 класра ăс пухаççĕ. Вĕсем те ашшĕ-амăшне пулăшсах тăраççĕ.

.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика