Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ытарайми çăл куç

23 мая 2012 г.

ПЫСĂККИ яланах пĕчĕккинчен пуçланать теççĕ. Çăл куçсенех илер-ха, акă. Малтанласа шутласан, нимех те мар пек вĕсем – анчах çут çанталăкра вĕсен пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Пĕчĕк çырмасем шăпах вĕсенчен вăй илсе пуçланаççĕ-çке-ха, пĕрлешсе пысăк та сарлака юхан шывсене çаврăнаççĕ. Çăл куçсем пирĕн тăрăхра та сахал мар: пĕчĕккисенчен пуçласа пысăккисем таранах. Çынсем вĕсене пăхсах, тасатсах тăраççĕ. Чылай çĕрте вĕсене, çынсем тăтăшах усă кураканнисене, пурасем те янă, валаксем вырнаçтарнă. Çакнашкал çăлсем Кивĕ Шăмăршăра, Чукалта пур. Чукалти çăл шывне уйрăмах сиплĕ теççĕ. Ялан усă куракан, пăхса тăракан çăл куçсем районта вун улттă шутланаççĕ, халăхра вĕсен кашнин хăйĕн ячĕ пур. Пĕчĕкрех çăл куçсем те манăçмаççĕ. Экологи уйăхĕнче вĕсенчен чылайăшне тасатса тирпейленĕ. Халĕ вĕсем тавралăха илем кÿрсе шăнкăртатаççĕ, çынсене шăрăхра чуна уçакан сиплĕ шывпа савăнтараççĕ. Ирĕксĕрех сăвă йĕркисем аса килеççĕ: Чĕлтĕр-чĕлтĕр çăл куç, Кăмăла эсĕ уç...

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика