Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрмана - экскурсине

23 мая 2012 г.

АЧАСЕНЕ çут çанталăка юратма, упрама вĕрентессине пĕчĕкренех пуçламалла. Çавăнпах ĕнтĕ ача сачĕсенче çакăн çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Шăпăрлансене воспитательсем вăрмана, улăха, юхан шыв хĕррине экскурсие илсе каяççĕ, вĕçен кайăксем, чĕр чунсем, йывăçсем, курăксемпе чечексем çинчен тĕрлĕ калаçусем йĕркелеççĕ. Çут çанталăк илемне туйма, унăн пуянлăхĕпе пĕлсе усă курма хăнăхтараççĕ. Шăмăршăри "Ромашка" ача садĕнчи вăтам ушкăнри ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ, воспитательсем çывăхра вырнаçнă хыр вăрманне экскурсие кайнă. Аслисем пĕчĕкскерсене вăрманти вăрттăнлăхсене уçса панă. Наркăмăшлă курăксемпе сиплисене уйăрма вĕрентнĕ. Сиплĕ курăксенчен эмелсем хатĕрлени пирки те ăнлантарнă. Вăрман тухтăрĕсен – кăткăсен – пурнăçне те сăнанă. Вĕсем пĕр вĕçĕмсĕр унталла та кунталла чупнине ачасем тĕлĕнсе пăхнă. Вĕсемшĕн çак пĕчĕк хурт-кăпшанкă йывăçсемпе тĕмсене сăтăр тăвакансемпе кĕрешни тĕлĕнтернĕ. Паллах, шăпăрлансене тепĕр "тухтăр" пирки те пĕлтернĕ. Вăл – ула такка. Çак кайăк та нумай хурт-кăпшанкăран йывăçсене тасатать. Кĕçех çулла çитет. Ачасен – чи юратнă вăхăчĕ. Савăнса выляса-чупса çÿренĕ чухне тимлĕх çинчен манмалла марри пирки те аса илтернĕ. Асăрхансан инкек-синкеке сирме май пурах. "Эпĕ çуллана мĕнле ирттертĕм" конкурс пуçланни çинчен ачасене каланă. Ăна çитес вĕренÿ çулĕнче, кĕркунне пĕтĕмлетĕç. Спорт ăмăртăвĕсем те экскурсире йĕркеленĕ. Ашшĕ-амăшĕпе ачисем тĕрлĕ вăйăсенче ăмăртнă, вĕрен туртнă, футболла вылянă. Хаваслă кăмăлпа, илемлĕ юрăсем шăрантарса ачасем вăрмантан таврăннă. Вĕсемшĕн çак çул çÿрев нумай çĕнĕлĕх уçса пани çинчен пĕр иккĕленмесĕр калама пулать. Елена ПЕТРОВА, Елена ВОРОБЬЕВА,

.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика