Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллисем – çĕнтерÿçĕсем

23 мая 2012 г.

ХАСТАР та пултаруллă çамрăксем йышлă пирĕн районта. Вĕсем тĕрлĕ мероприятисене, спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăнаççĕ. Вĕсемех çамрăксен обществăлла пĕрлешĕвĕсене ертсе пыраççĕ. Паллах, шкулсенчех йĕркеленеççĕ çакнашкал пĕрлешÿсем. Кашни шкултах пур вĕсем. Иртнĕ эрнере, çамрăксен информаци кунĕнче, "Манăн пуçарулăх" конкурса пĕтĕмлетнĕ. Унта шкул ачисемпе çамрăксен 7 пĕрлешĕвĕ хутшăннă. "Ачасен обществăлла пĕрлешĕвĕн лидерĕ" номинацире, кĕçĕн ушкăнрисем хушшинче, çаксене мала тухнă тесе йышăннă: Ксения Смаева (Васанти тĕп шкулăн "Росток" пĕрлешĕвĕн лидерĕ) – пĕрремĕш, Юрий Сандрейкин (Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти "Хĕрлĕ парăс") тата Алла Захарова (Патирекри тĕп шкулти "Вита") – иккĕмĕш, Ильсия Санатуллова (Анат Чаткасри тĕп шкулти "Чаткассем") тата Елена Столярова (Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти "ДОМ") виççĕмĕш вырăнсенче. Вăтам ушкăнри обществăлла пĕрлешÿсем хушшинчи лидерсенчен пĕрремĕш вырăна Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти "Хĕрлĕ парăсри" Станислав Ермолаев, иккĕмĕшне – Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти "Туслăхри" Гузель Емдиханова тивĕçнĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика