Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тилхепе – Дмитрий Медведев аллинче

30 мая 2012 г.

671 делегат, 1600 яхăн хăна, 30 ют çĕр-шыв делегацийĕсем – çакăн пек пысăк йышпа Мускавра шăмат кун "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин XIII съезчĕ иртнĕ. "Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн" Чăваш Енри 30 пин çынлă йышĕнчен съезда хутшăнма 6 делегат суйланă. Делегаци ертÿçи – ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Çийĕнчен республика представителĕсем партин Аслă Канашĕнче те пур – вĕсем пирки те пирĕн делегатсемех темелле ĕнтĕ. Çавăн пекех Чăваш Енрен съезд хăнисем те пулнă. Çапла вара партин аслă форумне республикăн сумлă йышĕ хутшăннă.

Съезд умĕн, эрне кун, пухăннисем секцисене пайланса ĕçленĕ – съездăн кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусемпе дискусси пулнă. Раççей премьер-министрĕ Дмитрий Медведев хăйĕн сĕнĕвĕсемпе тĕплĕ паллаштарнă.

Хăйĕн сĕнĕвĕсене вăл "революцилле" тесех хакланă. Вĕсен шутĕнче – партин мĕн пур шайри секретарĕсене суйласси. Халĕччен альтернативăсăр сасăлав кăна пулнă. Çавăн пекех партирен Патшалăх Думин Председателĕн, çавăн пекех регионсен парламенчĕсен ертÿçисене суйлама та кандидатурăсене альтернативлă майпа тăратмалла. Партин пуçламăш организацийĕсен пĕлтерĕшне пысăклатмалла. "Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн" тата унăн уйрăмĕсен ертÿçисем валли полномочисен пĕрешкел вăхăтне палăртмалла – 5 çул. Ялан ĕçлекен органсен ротаци принципне ĕçе кĕртмелле. Дмитрий Медведев çапла палăртнă: "Партин мĕн пур шайри лидерĕсен генерацийĕн механизмне хута ямалла. Çапла тусан çеç эпир çĕнтерÿçĕсен партийĕ пулайăпăр". Çавна май Генеральнăй канаш, регионсенчи тата вырăнсенчи политканашсен йышĕ çуллен пĕтĕм йышăн 10 процентĕнчен кая мар çĕнелмелле.

Шăмат кун съезд уçăлнă май чи малтан çĕр-шыв Президенчĕ Владимир Путин сăмах илнĕ. Парти пуласлăхĕ пирки калаçнă май вăл паянхи тапхăр миллион-миллион çын шанăçне сăнарланине палăртнă.

Президент "партисем çийĕн" пулмалли çинчен каланă май Владимир Владимирович Дума суйлавĕнче парти списокĕнче Дмитрий Медведев малта пулнине аса илтернĕ. Çапла вара парти председателĕн постне те шăпах ăна суйлама сĕннĕ. Çав вăхăтрах Владимир Путин "Пĕрлĕхлĕ Раççейрен" ютшăнмĕ.

Делегатсем "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти председательне Раççей Правительствин пуçлăхне Дмитрий Медведева пĕр саслăн суйланă. Çак ятпа Дмитрий Анатольевича чи малтан Владимир Путин алă тытса саламланă.

Нумай темăпа секцисенче пĕр шухăшлăх патне маларахах çитнине кура съездра уйрăм ыйтусем тавлашу çуратман. Партири уççăнлăхпа, демократипе çыхăннă сĕнÿсене делегатсем пĕр саслăн ырланă. Устава улшăнусем кĕртнĕ, "Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн" Аслă Канашĕн, Генеральнăй канашĕн йышĕсене суйланă. Сăмах май, иккĕшĕнче те Чăваш Ен представителĕсем пур. Аслă Канаша, сăмахран, Чăваш Енĕн пĕрремĕш Президенчĕ, нумаях пулмасть РФ ял хуçалăх министрне уйăрса лартнă Николай Федоров тепĕр хут кĕнĕ. Генеральнăй канашра та "Промтрактор" АУО наладчикĕ Владимир Романов хăйĕн "мандатне" упраса хăварнă. Çийĕнчен çак канаша тата унăн президиумне пирĕн патшалăх Думинчи депутат Алена Аршинова кĕнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика