30 мая 2012 г.
Çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче район администрацийĕн актовăй залĕнче савăнăçлă пуху иртрĕ. Кунта 2010 çулта Раççейри халăх перепиçне ирттерме хутшăннă район çыннисене ятран асăнса сумлăн чысларĕç.
Кĕске сăмах каласа пухăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев уçрĕ. Перепиç ирттерме хутшăннисене Валерий Петрович ăшшăн тав турĕ, кирлĕ сведенисене палăртнă срокра тата тивĕçлĕ пахалăхпа пуçтарса хатĕрленĕшĕн, район чысне çÿлте тытнăшăн мухтарĕ.
Малалла вара Патшалăх статистикин Федераллă службин Чăваш Республикинчи территори органĕн руководителĕн çумĕ Л.Егорова сăмах илчĕ. Людмила Николаевна халăх перепиçне хутшăннă персонала чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каларĕ, 14 çынна "За заслуги в проведении Всероссийской переписи населения 2010 г." медальпе, 11 çынна патшалăх статистикин Федераллă службин Хисеп дипломĕпе чысларĕ. Кивĕ Чукалта 2011 çулта граждансен килти хуçалăхĕсене тĕпчесе сведенисем тăратас тĕлĕшпе (выборочное обследование) лайăх ĕçленĕшĕн Екатеринăпа Татьяна Чамеевасем Чăвашстатăн Тав çырăвне илчĕç.
Халăх перепиçне йĕркелессинче сисĕмлĕ пулăшу парса тăнăшăн Л.Егорова райадминистраци пуçлăхне В.Фадеева тав турĕ, район администрацине Чăвашстатăн Тав çырăвне тата перепиçĕн ятарлă медальне парса хисеплерĕ. Патшалăх статистикин аталанăвне сисĕмлĕ тÿпе хывнăшăн, çак йывăр та пархатарлă ĕçре чылай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăвашстатăн районти службин экономистне Г.Силюкована Патшалăх статистикин Федераллă службин Хисеп грамотипе наградăлани те пухăва хăйне евĕр илем кÿчĕ.