Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пицца, кукăль тутлă торт...

30 мая 2012 г.

ШĂМĂРША килсен кулинари магазинне кĕрсе кукăль-беляш туянман çын çуках пулĕ. Пĕрне тутанса пăхаççĕ те, тутлă тесе мухта-мухта, килĕсене илсе кайма тата темиçешер туянаççĕ. Кунĕпех çын татăлмасть темелле кунтан, каç енне кукăль, пицца сентрисем йăлтах пушанаççĕ.

Кулинари магазинне кондитер изделийĕсемпе Канашри "Коопторг" ОООн Шăмăршăри уйрăмĕн ятарлă цехĕ тивĕçтерет. Йыш пысăках мар кунта – пурĕ те тăваттăн çеç ĕçлеççĕ.

– Пушă вăхăт çук та темелле, – тет цех ертÿçи Г.Исаева.

Галина Васильевна кондитер ĕçĕнче çĕнĕ çын мар: техникумра ку тĕлĕшпе ятарлă пĕлÿ илнĕскер, хĕрĕх çул çынсен ыйтăвне тивĕçтерессишĕн тăрăшать. Унпа пĕрле ĕçлекен Ирина Быкова та кулинари училищине пĕтернĕ. Лида Матвеевапа Вера Ефимова вара – Г.Исаеван вĕренекенĕсем. Опытлă наставник ертсе пынипе ăсталăха вĕсем ĕç вырăнĕнчех алла илнĕ. Халĕ вĕсене нихăш енĕпе те ÿпкелеймĕн.

Цехра кашни кунах тĕрлĕ йышши çĕршер пĕчĕк кукăль, беляш пĕçереççĕ, сахал мар пицца тата ытти продукци хатĕрлеççĕ. Вĕсем сутăнмасăр вăрах выртманни пирки маларах та асăнтăмăр-ха. Тепĕр чух çитмеççĕ те.

– Сменăра пилĕк пин тенкĕлĕхрен кая мар кондитер изделийĕсем пĕçеретпĕр, – тет Галина Васильевна. – Уйăх вĕçленнĕ тĕлелле кăтарту вăтамран 285 пин тенкĕ патнеллех пухăнать. Уйăхра икшер тоннăран кая мар çăнăха хатĕр продукцие çавăратпăр.

Цехра хатĕрленĕ кукăль-пицца, ытти продукци районти кашни ялти магазинах ăсанать, вĕсем Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти ятарлă точкăра та нумай сутăнаççĕ.

Ертÿçĕ каланă тăрăх, цех заказсемпе те ĕçлет. Уявсемпе паллă кунсем умĕн çынсем уйрăмах йышлăн килеççĕ. Çынсене продукци пахалăхĕ, хакĕ пысăках мар пулни те илĕртет пулĕ. Шăмăршăсен продукцине кÿршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрел районĕнче пурăнакансем уйрăмах хытă килĕштереççĕ, тăтăшах ятарласа закас пама килеççĕ.

Кондитерсем хатĕрлекен тортсем те илĕртÿллĕ, хăйсен туянаканĕсене çийĕнчех тупаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика