Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çилхи витĕр çил вĕçтерĕç

30 мая 2012 г.

АКАТУЙ илемĕ, пурне те туртаканни, паллах – лашасен ăмăртăвĕ. Ватти-вĕтти çак тупăшусене курма тăрăшать: кам машинăпа, тепри çуранах ипподрома васкать.

Лаша спортне кăмăллакансем кăçал та кăмăллă юласса шанас килет. Ăмăртусем ирттерме, куракансене хăтлăрах пултăр тесе уяв умĕн ипподрома тасатса йĕркене кĕртнĕ, тирпейленĕ.

Малтан шутласа пăхнă тăрăх, кăçалхи акатуйра кÿмепе чупакан урхамахсем вун пиллĕкрен кая мар пулмалла. Ăмăртусене хутшăнма шăмăршăсемпе пĕрлех шупашкарсем, патăрьелсемпе канашсем кăмăл тунă. Тупăшу хĕрÿ иртесси халех паллă: старта республикăри, вăл шутран хамăр районти чи вăйлă çил çунатсем тухĕç.

Юлан утçăсем те акатуя чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Епле-ха унсăрăн: хăшĕсем халех хăйсен урхамахĕсене çĕнтерÿçĕсен шутĕнче кураççĕ пулĕ. Эпир вара хамăр енчен пурне те ăнăçу çеç сунатпăр.

Вун пиллĕкрен кая мар лашаран чи вăйлисене финиш çеç татса парĕ.

Юлан утçăсен ăмăртăвне икĕ тапхăрпа ирттерме палăртнă. Паллах, ĕç лашисем ăратлисемпе танлашаймаççех. Çавăнпа вĕсем старта уйрăмшарăн тухĕç. Çĕнтерÿçĕсене, яланхи пекех, хаклă парнесем кĕтеççĕ.

Кашни çул тенĕ пекех акатуйри юлан утçăсен ăмăртăвне кÿршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи ялсенчен те килеççĕ. Хăнасене кăçал та хапăл тусах кĕтетпĕр. Лашасем мĕн чухлĕ ытларах – ăмăртусем çавăн чухлĕ çивĕчрех, интереслĕрех иртĕç.

Акатуй хăнисене, лаша спортне кăмăллакансене хаваспах ипподромра кĕтетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика