30 мая 2012 г.
Хресченшĕн тырă – тупăш илмелли тĕп çăл куçсенчен пĕри. Федерацин Ял хуçалăх министерстви кашни çул интервенци фондне килограмне 4,3-5,6 тенкĕпе пухасси çинчен йышăну кăларать. Тыр-пул йышăнакан "Чăваштырăпродукт" АО тата республикăн Апат-çимĕç фончĕ чăваш аграрийĕсемшĕн – интервенци фончĕ вырăнĕнче. Вĕсем кăçал хаксене ял çыннине тивĕçтермелле тăвасса шанас килет. Хресченĕн машина-техника паркĕ кивĕ. Лайăх услам илсе трактор, сеялка е ыттине туянччăр.
Кашни килограма 4,5-4,8 тенкĕпе сутсан кăна хуçалăх ăна çитĕнтернĕ чухне пулакан мĕн пур тăкака саплаштараять. Тирпейлекен предприятисем вырма вăхăтĕнче тата çулталăк вĕçĕнче нумай хуçалăхран çакăнтан йÿнерех йышăнаççĕ – тăкак кăтартаççĕ. Аграрисене ку хакпа аталану çулĕ çине тăма йывăр. Техника никĕсне тĕреклетеймеççĕ. Тăкака саплаштаракансем те пысăк тупăшпа мухтанаймаççĕ: машина çителĕклĕ илеймеççĕ, хуçалăх умĕнчи ытти ыйтăва татса параймаççĕ. Çăмăллăхлă йĕркепе Чул хула облаçĕнчен çунтармалли-сĕрмелли япаласем турттаратпăр-ха. Аван. Анчах вĕсем çав-çавах ял ĕçченĕсен тупăшĕн курăмлă пайне нумай "çăтаççĕ". Кун пек пулмалла мар. Пысăк пайĕ хуçалăхăн пурлăх никĕсне тĕреклетме каймалла.
Ялта электричествăпа газ тăкакне саплаштарма та кĕмĕл чылай пĕтереççĕ. Хака хуçалăхсене пĕлтермесĕрех ÿстереççĕ.
Акара, вырмара саппас пайсене те хаклатаççĕ. Вĕсене сутакан фирмăсем хĕрÿ тапхăрпа усă курса кĕсъене нухратпа тултараççĕ. Хресчен ирĕксĕрех туянать: трактор-комбайна ĕçсĕр лартаймастăн.
Техника туса кăларакан тата хресчене пулăшу кÿрекен предприятисем кашни уйăхра тенĕ пекех тавар хакне хăпартаççĕ. Вăл халĕ ял çыннишĕн туянма май çук япала пек туйăнать. Тыр-пул пухса кĕртмелли чи йÿнĕ комбайншăн 2,5 миллион тенкĕ кăларса хумалла.
Лизинг мелĕпе, кредитпа темиçе çул усă куратпăр – сисĕмлĕ ÿсĕм тăваймастпăр. Апла пулсан çак меслет çеç çителĕксĕр. Ял çыннине продукцирен тупăш ытларах илме май туса парсан лизинг, кредит кĕтмĕччĕ.
Компанисем ял хуçалăх техникине хăйсене тивĕçтерекен хакпа сĕнеççĕ. 1992 çулччен ăна аграрисен тăкакне тĕпе хурса палăртнă. Патшалăх хак йĕркелеме çирĕм çул хутшăнмасть. Машина туса кăларакансем хăйсен таварне хресчен продукцийĕпе танлаштарсан хăвăртрах тата нумайрах хаклатрĕç. Вĕсен хушшинчи уйрăмлăх шутсăр пысăкланчĕ. Çавна пула та аграрисем йывăрлăха лекрĕç: промышленноç таварĕ сахал туянчĕç, производство калăпăшĕ чакрĕ, тавар сахалрах туса илчĕç.
Чăваш хресченĕ машинăпа тивĕçтерекен заводсемпе тупăшаймĕ. Тирпейлекен предприятисене витĕм кÿрсе тупăш ытларах илсен те тем пекехчĕ. Ку ĕмĕрте вĕсем сутлăх хака хăпартрĕç пулин те хресчене сĕтрен, ашран, тырăран, пахча çимĕçрен услам нумайрах илме памарĕç, çавна пула вăл машина-техника паркне çĕнетеймерĕ.
Сутлăх хак çав-çавах ÿсмест. Сăмахран, пĕлтĕрхипе танлаштарсан сĕтĕн чакса пырать.
Продукци хакĕ хресченшĕн – тĕп ыйту. Ăна ял çыннин шухăшне тĕпе хурса татса парсан выльăх шучĕ ÿсĕ, хресчен тупăш ытларах илĕ. Пирĕн сутлăх хак Раççейĕн вăтам кăтартăвĕнчен нумай пĕчĕкрех. Ытти регионти аграрисем сĕте, аша, тырра хаклăрах сутса услам нумайрах тăваççĕ. Пирĕн мĕншĕн сахалрах илмелле;
Сĕт-çу завочĕсем монополипе усă курса хресчене сахалрах тÿленĕрен тупăш ытларах кураççĕ. Ăна хăйсен производствине сарма хываççĕ. Анчах уншăн сĕт сутакансем савăнмаççĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, хаксене хресчен кăмăлне шута илсе çĕнĕрен пăхса тухма вăхăт çитнĕ. Ыйтăва татса пама республикăн Ял хуçалăх министерстви, Патшалăх Канашĕн тивĕçлĕ комитечĕ, Агропромышленноç тата Сĕт союзĕсем хастар хутшăнасса шанас килет.