Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ирĕкре çÿреççĕ выльăхсем

30 мая 2012 г.

Халĕ пĕтĕм тавралăхра сип-симĕс курăк ешерет. Ку, паллах, выльăх-чĕрлĕх усракансене пысăк савăнăç кÿрет. Выльăхсем тÿлевсĕр выльăх çимипех малалла ÿсеççĕ, ÿт хушаççĕ, продукци параççĕ. Чылайăшĕ хăйĕн ĕнине, пăрăвне, сурăхне ирсерен кĕтĕве ярать. Кун пек чухне выльăх-чĕрлĕх çухалмасть, каçхине кĕтÿçĕ вĕсене яла хăваласа килет. Черетпе кĕтÿ кĕтни лайăх продукципе таврăнать.

Хăш-пĕри хăйĕн ĕнине, пăрăвне е качакине ирсерен çырма хĕррине, улăх-çарана кăкарса хурать, кăнтăрла шăварать, каçхине киле илсе килет. Выльăх çухалса тарăхтармасть.

Теприсем вара хăйсен выльăхĕсене ирсерен картишĕнчен кăларса яраççĕ те... вĕсем пирки манаççĕ. Выльăхсенчен пĕрисем киле чиперех таврăнаççĕ, хăш-пĕрисем вара, хăйсене ирĕккĕн çÿренĕ май, çĕрĕпех çырма-çатрара çÿреççĕ е кăнтăрлах вăрмана кĕрсе аташса каяççĕ. Ют яла çитсе унти кĕтÿпе пĕрлешсе кайнă тĕслĕхсем те пур. Акă нумаях пулмасть пĕр ялти 50 пуç ытла сурăх тепĕр ял таврашĕнче икĕ талăк ытла çÿренĕ...

Каçхине выльăх таврăнмасан, паллах, хуçи ăна шырама тухать. Çийĕнчех шыранин усси пысăк – выльăх нумай чухне тупăнатех. Теприсем вара... Хăйсен выльăхĕсем пĕр талăк е икĕ талăк таврăнмасан та шырама тухмаççĕ. Виççĕмĕш кун пĕтĕмлетÿ тăваççĕ: пирĕн выльăха такам вăрласа кайнă! Тытăнаççĕ вара полици уйрăмне шăнкăравлама. Пĕтĕм ĕçе пăрахса полици сотрудникĕсем "вĕри йĕр" тăрăх шырама тухаççĕ те, вĕсене... çырма-çатрара, тепĕр ял таврашĕнче е вăрман уçланкинче тупаççĕ. Кунашкал тĕслĕхсем темиçе те пулчĕç ĕнтĕ. Çу кунĕсем пуçланчĕç кăна темелле. Кĕркуннеччен çакнашкал фактсем вуншарăн пуласси куç кĕрет.

Выльăх-чĕрлĕхе куллен кĕтĕве яма е кăкарса усрама сĕнетпĕр. Ирĕкре çÿренĕ выльăха аякран килнĕ кукăр алăллă çынсем автомашинăпа вăрласа кайнă фактсем çуллен тенĕ пекех пулаççĕ. Пĕтĕм вăй-хала парса ÿстерекен выльăх тупăшне те самаях парать. Ирĕкре çÿретекен выльăхăн тупăшĕ вара иккĕленÿллĕ: вăл паян каçхине таврăнать, ыран кил тĕлне манать...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика