Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăвăртлăх йĕркине пăхăнмасан...

30 мая 2012 г.

Иртнĕ çулхипе танлаштарсан кăçал кăрлач-ака уйăхĕсенче район территорийĕнче авари тăвасси ÿснĕ. Сăмахран, 2011 çулхи 4 уйăхра 2 авари пулнине, вĕсенче 2 çын аманнине регистрациленĕ пулсан, кăçал çак тапхăрта 4 аварире 5 çын суранланнине шута илнĕ.

Аварисенчен 2-шĕ – транспорт хатĕрĕсем пĕр-пĕринпе çапăннипе, пĕри – автомашина çул айккине çаврăнса ÿкнипе, тепри "Жигули" çын çине кĕрсе кайнипе çыхăннă.

Акă, ака уйăхĕнче Вырăс Чукал водителĕ хăйĕн "Жигулийĕпе" çула тухнă. Пассажир лартса вăл аякри хулана çул тытнă тетĕр-и; Çу-ук! Çĕнĕ Чукала çеç. Çак кĕске дистанцирех йĕкĕт... авари тунă. Сăлтавĕ – хăвăртлăх режимне пăхăнманни. Çавна пулах автомашина çул айккине çаврăнса ÿкнĕ, водитель те, юнашар ларса пынă каччă та больницăна лекнĕ. Телее, вĕсем çăмăл кăна аманнă. Ку тĕслĕх ытти водительсемшĕн те çирĕп урок вырăнне пултăрччĕ. Çăмăлттайлăх тата явапсăрлăх руль умĕнчи çынна та, пассажира та инкек кÿрет.

Часах ачасен çуллахи каникулĕ пуçланать. Ачасем кунĕпех килте пулнă май, урамсенче водительсене тимлĕрех пулма ыйтатпăр. Çул çитменнисене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе, çу уйăхĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕччен Пĕтĕм Раççейри "Асăрханăр: ачасем!" операци пыни пирки те пĕлтеретпĕр.

Çу кунĕсенче ачасем велосипедпа е скутерпа ярăнса çÿренине тăтăшах курма пулать. Анчах та 14 çул тултарманнисен çак транспорт хатĕрĕсемпе çул çине пачах тухма юраманни пирки те аса илтеретпĕр. Ашшĕ-амăшĕн хăйсен ачисене çакăн çинчен куллен каласа тăмалла. Мĕнле калас, сыхланакана Турă та сыхлать, теççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика