Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Янăрарĕ юлашки шăнкăрав...

26 мая 2012 г.

Шăнкăр-шăнкăр сас пачĕ шăнкăрав. Пĕрисемшĕн – хаваслăн, теприсемшĕн хурлăхлăн илтĕнчĕ вăл. Вун пĕрмĕш класс пĕтерсе шкулпа сыв пуллашакансем текех унăн сассипе урока васкамĕç, парттăсем хушшине вырнаçса ларса вĕрентекен килессе те кĕтмĕç. Хаваслă шкул çулĕсем вĕсемшĕн вĕçленчĕç, умра – экзаменсем. Вĕсене ăнăçлă тытса малалла хĕрсемпе каччăсем хăйсен пурнăç çулне суйласа илĕç.

Паллах, вĕренекенсем нихăçан та хăйсен юратнă вĕрентекенĕсене асран кăлармĕç. Вĕсенчен пĕрре мар пулăшу ыйтма тивĕ-ха вĕсен, куçа-куçăн тĕл пулса калаçмаллисем те нумай пулĕç. Вĕрентекенсем вара яланах пулăшса пырĕç, ăс парĕç.

Кăçал пирĕн районти шкулсенчен вун пĕр класс пĕтерсе 113 хĕрпе каччă тухать. Вĕсем – Шăмăршăран – 55, Пăчăрлă Пашьелĕнчен – 23, Палтиелĕнчен – 14, Карапай Шăмăршăран – 21. Тăххăрмĕш класпа сыв пуллашакансем вара – 169-ăн. Шăмăршăри – 50, Карапай Шăмăршăри – 21, Пăчăрлă Пашьелĕнчи – 27, Палтиелĕнчи – 15, Анат Чаткасри – 8, Пуянкассинчи – 6, Васанти – 13, Кивĕ Чукалти – 18, Патирекри 11 вĕренекен тулли мар вăтам пĕлÿ илни çинчен ĕнентерекен аттестатсем илме тивĕçĕç. Малтан вара вĕсен те пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменне тытма тивĕ.

Шкулпа сыв пуллашакан хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм çĕр-шыва кирлĕ çынсем пуласси пирки иккĕленместпĕр. Вĕсем пире хăйсен çитĕнĕвĕсемпе татах та савăнтарасса шанатпăр. Пурне те телейлĕ çул сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика