26 мая 2012 г.
РАЙОНТИ хуçалăхсенче çурхи ака-суха ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 8070 гектар е палăртнин 97 проценчĕ акнă, вăл шутран тулă – 4830 гектар. Çавăн пекех, çĕр улмине 136 гектар лартнă, сахăр кăшманне 75 гектар акма ĕлкĕрнĕ.
Сахал яваплă «Колос», «Исток» обществăсенче, «Восход» ял хуçалăхĕпе производство коллективĕнче, «Карлинская» агрофирмăра, «Симурзин В.Н.», «Павлов В.Н.» тата «Макаров Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ культурăсене акас ĕç вĕçленнĕ.
Çавăн пекех, уйрăм хуçалăхсенче çум курăксене пĕтерес тĕллевпе калчасене гербицидсемпе пĕрĕхме тытăннă.