26 мая 2012 г.
Хальхи вăхăтра библиотекăсем ял çыннисемшĕн чи пĕлтерĕшлĕ культура учрежденийĕсем пулса тăраççĕ. Библиотекарьсем ялта пурăнакансене, уйрăмах çамрăксене, кăмăл-сипетпе йĕрке-тирпей воспитанийĕ, право пĕлĕвĕ парас, вĕсен тĕнче курăмне пуянлатас тĕлĕшпе нумай ĕçлеççĕ.
Паянхи кун тĕлне районта модельлĕ 13 библиотека тата 2 библиотека пункчĕ ĕçлет. Вĕсенче пурĕ 20 специалист вăй хурать. Библиотекарьсенчен 5-шĕ аслă пĕлÿ (çав шутран 4-шĕ библиотечнăй факультетран вĕренсе тухнă) илнĕ. Ятарлă вăтам пĕлÿллĕ 14 специалистран 13-шĕ – библиотекарь дипломĕллĕ работниксем.
Районта пысăк ĕç стажĕллĕ библиотекарьсем сахалах мар. Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Федотова тата М.Гайнулловапа Л.Орлова акă библиотека ĕçĕнче 30-шар çул ытла тăрăшаççĕ. О. Присмотрова, И.Морозова, И.Яковлева, Л.Чернышева, Л. Егоровапа И.Чамеева 20-шер çул ытла вăй хураççĕ.
Кăçал Раççей историйĕн çулне тата Шăмăршă районне туса хунăранпа 85 çул çитнине халалланă мероприятисем ял поселенийĕсен библиотекисенче нумай иртеççĕ. Çак датăсене халалланă куравсем ("Эп Раççейре çуралнă", "Кунта – ман асаттесен çĕрĕ", "Шăмăрш енĕм, юратнă тăван енĕм" тата ытти те) йĕркеленĕ. Выставкăсем умĕнче çитĕннисемпе те, ачасемпе те калаçусем иртеççĕ. Кĕнеке тишкерĕвĕсем, истори сехечĕсем, электронлă презентацисем, ветерансемпе тĕл пулусем йĕркелесси те манăçа юлмасть.
Библиотекăсене компьютер техникипе пуянлатни, Интернетпа çыхăнтарни ял çыннисемшĕн питĕ меллĕ. Кĕнекесемсĕр пуçне, халĕ вĕсем библиотекăна тĕрлĕ енлĕ информаци илме те килеççĕ. Студентсем компьютерпа усă курса тĕрĕслев, курс, диплом ĕçĕсем çыраççĕ, хăйсене кирлĕ рефератсем хатĕрлеççĕ. Библиотекарьсем тĕрлĕ ĕçсен хуплашкисене илемлĕн туса пама, ксерокопи кăларма та пултараççĕ. Электронлă никĕс çинче тематикăллă материалсем – ялти ятлă-сумлă çынсемпе, вăрçă тата тыл ветеранĕсемпе, ял аталанăвĕпе, шкулпа çыхăннă базăсем хатĕрлесси библиотекăсенче йăлана кĕнĕ.
Ял поселенийĕсен библиотекисем çумĕнче тĕрлĕ интерессемпе çыхăннă клубсем ĕçлеççĕ. Шăмăршă библиотекинчи – литературăпа музыка пÿлĕмĕ "Все волновало нежный ум", Пуянкассинчи "Сенкер тĕпел", Карапай Шăмăршăри "Паттăрлăх", Кивĕ Чукалти "Хĕрарăм – çемье вучахĕ", Палтиелĕнчи "Санăн тусу – çут çанталăк" клубсем ял çыннисен канăвне усăллă йĕркелеме, вĕсен пурнăçне туллирех те интереслĕрех тума, сывă пурнăç йĕркине çирĕплетессинче сисĕмлĕ тÿпе хывма май параççĕ.
Модельлĕ кашни библиотекăрах ял çыннисем ятарлă программа тăрăх компьютерпа ĕçлеме вĕренме пултараççĕ. 2011 çулта районта пурĕ 303 çын компьютерпа ĕçлеме хăнăхнă.
Халĕ компьютерпа усă курасси вăй илсех пырать. Çапах та кĕнекесен пĕлтерĕшĕ пысăк. Библиотекарьсем вулакансен йышĕ ан чактăр тесе çине тăрса ĕçлеççĕ. Паллах, шкулта вĕренекенсем – чи активлă вулакансем тата вăтам çулти пенсионерсем хушшинче те вулакансем йышлă.
Пĕлтĕр ял библиотекисене пурĕ 3064 экземпляр çĕнĕ литература – пурĕ 475 пин те 563 тенкĕлĕх – килнĕ. Республикăри наци библиотекинчен 896 экземпляр кĕнеке (36 пин те 355 тенкĕлĕх) уйăрнă.
Федераллă бюджет укçипе библиотекăсем валли хулăн йышши 23 экземпляр журнал (22 пин те 770 тенкĕлĕх) çырăннă.
Ял поселенийĕсен укçипе 2012 çулхи пĕрремĕш çур çулта библиотекăсем валли 77 экземпляр (18 пин те 745 тенкĕлĕх) хаçат-журнал çырăннă. Шел, пĕлтĕрхи çур çултипе танлаштарсан, ку вăл сахалтарах. Иккĕмĕш çур çулта çырăнтару ĕçĕ лайăхланасса шанас килет.
Районти библиотекарьсене професси уявĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, ырлăх-сывлăх, ĕçре ăнăçу сунатăп.