Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕри – пуриншĕн, пурте – пĕриншĕн

26 мая 2012 г.

Районти шкул ачисен 44-мĕш хут иртекен "Зарница", "Орленок", вăййисем хыçа юлчĕç. Хаваслă та интереслĕ пулчĕç вĕсем. Хĕрсемпе каччăсем пултарулăхпа, ăсталăхпа палăрса тăчĕç, ăмăртусене хастар хутшăнчĕç. Кăçал зарничниксемпе орленоксен пурĕ те çичĕ конкурс-ăмăрту витĕр кăна тухма тиврĕ. Апла пулсан та никамăн та хыçалти ретре юлас килмерĕ.

"Зарница", "Орленок" вăййисене вĕренекенсене патриотла воспитани тарăнрах парас, çар ĕçĕпе, пурнăçĕпе кĕскен паллаштарас тĕлĕшпе йĕркелеççĕ. Кунта ачасем пĕр-пĕрне пулăшмаллине лайăх туяççĕ.

Пĕр куна тăсăлнă ăмăртусенче шкул ачисем ывăнни сисĕнмерĕ. Вĕсем пысăк хавхаланупа, хастарлăхпа кашни тĕрĕслев витĕр тухрĕç. "Статен и строен – уважения достоин", "Теори", "Огневой рубеж", "Морское троеборье", "Творчество", "Чăрмавсене парăнтарса чупасси" конкурссене хыçа хăварса "Орленок" командисем хушшинче Карапай Шăмăршăпа Шăмăршă шкулĕсем пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене пайланă, вĕсен пĕр пек очкосем, виççĕмĕш – Пăчăрлă Пашьел шкулĕ. "Зарница" командисенчен çĕнтерÿçĕ ятне Шăмăршă шкулĕн команди тивĕçнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Карапай Шăмăршă тата Палтиел шкулĕсем.

Районти вăйăсенче мала тухнă командăсем республикăри çамрăк армеецсен вăййисене хутшăнĕç. Хальхинче вĕсем Канаш районĕнче иртĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика