Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçни – чап кÿмест

26 мая 2012 г.

Юлашки çулсенче ваттине те, çамрăка та ĕçкĕ хăйĕн шурлăхне туртса кĕртме пуçларĕ-çке. Паллах, çакăншăн никам та мар, хамăрах айăплă. Пире никам та çăвартан тытса ямасть. Анчах эрех-сăрасăр пуласлăх çук пекех туйăнать мар-и?

Халĕ кашни çул çуралнă кун, вăл шутра ачасенне те, тĕрлĕрен тĕл пулусене уявлатпăр. Нихăшне те сиктерсе хăварма тăрăшмастпăр. 15-16 çулхи хĕрсемпе каччăсем те хăйсен менельникĕсене эрех-сăрапах паллă тăваççĕ. Ытти уявсене те темиçешер кун уявлатпăр. Салтак ăсатнă, туй кĕрленĕ чухне те яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç е ватă черккене ыйтсах илет. Шалтан ыйтать пулĕ çав ĕнтĕ. Тен, çакă иртĕнни çеç;

Ытларах вара, кашни кун ĕçекен çынна курсан тĕлĕнменни, енчетрен пĕрре ĕçнинчен тăрăхлани шухăшлаттарать. Паллах, ĕçни никама та илем кÿмест, анчах лавккасенчи сентресем çинче эрехсем пылак шывсенчен çÿлерех вырăн йышăнса куçа илĕртсе тăраççĕ-çке. Кун пек чухне епле-ха çынсем тутанса пăхмасăр чăтайчăр; Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулсенчи пек палăртнă вăхăтра кăна сутмаççĕ "хаяррине" халĕ. Çакă та витĕм кÿретех пулĕ. Сутуçăсем эрех-сăрана кивçен те çыртарса параççĕ тата çитменнине.

Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн сыпса пырсах алтăрпа ĕçме вĕренсе каяр мар. Пĕрре шурлăха кĕрсе ÿксен, унран тухма питĕ йывăр. Эрех-сăра серепинчен хăтăлма та çăмăл пулмĕ. Çак сиенлĕ йăларан хăтăлма вара пурте пултараймаççĕ. Хăшĕсем эрнипех, уйăхĕпех урăлаймасăр çÿреççĕ. Вĕсене ĕç те, тăванĕсем те кирлĕ мар. Çавăнпа та хăть те мĕнĕн те чики пулмаллине манса каяр мар. Эрех-сăра ĕçнипе хальлĕхе никам та чап çĕнсе илеймен-ха.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика