26 мая 2012 г.
Кĕтÿре выльăхсем ан кÿпĕнччĕр тесен, вĕсене симĕс курăк çитерме ерипен хăнăхтармалла. Хĕллехи рационпа тăрантарнă хыççăн ĕнесене тăруках калча çине кăларсан вĕсем чирлеме пултараççĕ: ăш-чикĕ пăсăлать, вар-хырăмра симĕс курăк ирĕлейменрен выльăх вăйсăрланать, ÿт хушма пăрахать тата сĕтне чакарать. Выльăха ешĕл апата çиме ерипен, 8-10 кунра хăнăхтармалла. Рационра хутăш апатсем те пулмалла, утă-улăм, сенаж çитермелле. Ĕнесем ан кÿпĕнччĕр тесен:
– ирхине утă е улăм, сенаж çитермесĕр çаран çине кăлармалла мар;
– сывлăм ÿкнĕ курăк çине кĕртмелле мар – вăл типшĕрессе кĕтмелле:
– каю курăкĕ çине анана çулнă хыççăн 15 кун иртмесĕр кĕтÿ кĕртме юрамасть;
– хутăш апатсен пахалăхĕ лайăх пулмалла:
– тырă юлашкисене çитерме юрамасть. Мĕншĕн тесен унта çум курăк вăррисем нумай – вĕсем хырăмлăхра хăвăрт йÿçеççĕ.
Ĕнесен умĕнчен тăвар татăлмалла мар. Кĕтĕве шывпа тивĕçтересси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла. Шыв сахал ĕçекен ĕне апат сахал çиет, сĕтне чакарать. Çавна май ĕçмелли таса шыв ĕнесен умĕнчен пĕрре те татăлмалла мар. Шăрăх чухне 3 хутран кая мар шăвармалла.
Кĕтÿре çуренĕ чухне выльăх хырăмĕ кÿпчеме пултарать, çакă вĕсене хăвăрт йÿçекен ешĕл апат ытларах çитерсен пулать. Кун пек чухне хырăмлăха лекнĕ курăк хăвăрт йÿçет, газ нумай пухăнать. Ĕне хырăмĕн сулахай енĕ пысăкланса каять, выльăх кавлеме чарăнать, сĕлекине юхтарать, йăванса кайма тата вилме пултарать.
Енчен те ĕне кÿпĕннине асăрхасан кĕтĕве çаран çинчен хăваласа тухса тапăра хупмалла. Кÿпĕннĕ ĕнене уйăрса илмелле, çурăмĕпе хырăмĕ тăрăх сивĕ шыв юхтармалла, сулахай енчи хырăмне кашни 10-15 минутран 15-20 минут хушши чăмăрпа массаж тумалла, эмел – тимпанол ĕçтермелле. 1 флакона 2 литр шывпа хутăштармалла, кирлех пулсан, препарата тепĕр доза та пама юрать. Алă айĕнче тимпанол пулмасан çунтарнă магнези порошокĕпе усă курмалла. Ăна 2-3 литр тип çупа сĕтре е шывра 20 грамм – йĕкĕр ывăç чухлĕ (вăл çăмăл) хутăштармалла. Усси пулмасан трокарпа сулахай енчен хырăмлăха шăтармалла, сывлăша ерипен кăлармалла. Пулнă сурана тасатса, асăрхаса тăмалла. Çак ĕçсене пурнăçланă хыççăн ĕнене 12-24 сехет апат çитермелле мар. Каярахпа та сахал çитермелле, апат парассине майĕпен ÿстерсе пымалла. Ĕнен ăш-чикне лайăх ĕçлесе кайма пулăшма 0,5 литр шыв çине 15 мл чемерица шĕвекĕ е 15 мл сĕт кислоти ярса ĕçтерме юрать.