15 июня 2012 г.
АКАТУЯ килнисене кăçал «тÿпе канцелярийĕ» те савăнтарма шутларĕ пулас, ир-ирех хĕвел хăйĕн куллипе йăлкăшма тытăнчĕ: çурхи ака-суха ĕçĕсене вăхăтлă вĕçленĕ, выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарнă ял ĕçченĕсем савăнччăр, ташлаччăр-юрлаччăр, выляччăр-кулччăр. Уява хамăр район çыннисем çеç мар, хăнасем те йышлăн килсе çитнĕ.
Шăмăршă акатуйĕ ĕлĕкренпех хăйĕн илемĕпе, массăлăхĕпе палăрса тăрать. Çакна пирĕн паллă ентешĕмĕр, чăваш халăх писателĕ Илпек Микулайĕ те хăйĕн чăваш литературин ылтăн фондне кĕрсе юлнă «Хура çăкăр» романĕнче анлăн сăнласа панă, юлан утçăсен тупăшăвĕ пирки уйрăмах интереслĕ çырса кăтартнă. Çавăнпах пулĕ ĕнтĕ кашни çулах уява хуласенче, кÿршĕллĕ районсенче пурăнакан ентешĕмĕрсем нумай килеççĕ. Кăçал та çаплах: вăрман хĕрринче – вуншар та вуншар машина. Шăмăршăсем – тарават халăх: пурне те хапăл.
Кăçалхи акатуйăн хăйĕн пĕлтерĕшĕ. Ăна Раççей историйĕн çулталăкне тата тăван районăмăра йĕркеленĕренпе 85 çул çитнине халалланă.
Ĕçпе юрă тата спорт уявне уçас вăхăт та çитрĕ. Сцена çинче – хаклă хăнасем. Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕ янăранă май республикăмăрăн сарă-хĕрлĕрех ялавĕ çÿлелле хăпарать. Çакăнта хăйне майлă символ пур пек туйăнать: сарă ялав сарă хĕвел патнелле туртăнать. «Акатуй – 2012» ялавне çĕклекенсем – «Çур аки – 2012 чемпионĕ» М.Фахрутдинов, Кивĕ Чукалти культурăпа кану центрĕн ертÿçи З.Карзанова тата паллă спортсмен, ирĕклĕ майпа кĕрешекен О.Еремеев.
Акатуя уçнă май район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев пухăннисене уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Хăйĕн сăмахĕнче Валерий Петрович ĕçре хастарлăх кăтартакан вуншар çынна ятран асăнчĕ. Ĕçченсене мухтамалăх пур. Тăван район аталанăвĕ шăпах вĕсенчен килмест-и вара; Юлашки вăхăтра çеç районта сахал мар ырă улшăнусем пулса иртрĕç. Ăнăçу тăвакансем, район чысне çĕклекенсем – уй-хирте, фермăсенче, ытти сферăра вăй хуракансем. Пур енĕпе те маттур шăмăршăсем. Çынсене кăтартмалăх, мухтанмалăх ĕçĕмĕрсем те çук мар. Уй-хир ĕçĕсене вăхăтра, пахалăхлă вĕçленĕ, ял хуçалăх культурисене палăртнинчен ытларах та акса хăварнă. Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илесси те пĕлтĕрхи шайран ÿснĕ. Районта палăртнă тĕллевлĕ программăсем те ăнăçлăн пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшли – халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси. Вăл кашни килех çитиччен вăхăт нумаях юлмарĕ. Халăхăн пурнăç шайĕ лайăхланса пыни те савăнтармасăр тăма пултараймасть.
Акатуя килнисене çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ О.В. Мешков, Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен Патшалăх службин ертÿçи С.П.Дмитриев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ П.Н.Никифоров, Шупашкарти Шăмăршăсен ентешлĕхĕн ертÿçи А.И.Ухтияров, Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.Д.Краснов саламларĕç.
Ĕçре малта пыракансене пĕтĕм халăх умĕнче чыслани – нумайлăха асра юлмалли пулăм. Çакă вĕсене çеç мар, вĕсен çывăх çыннисемпе тăванĕсене те савăнтарать. Çавăнпах ĕнтĕ ку – манăн атте е анне, тете-шăллăм, аппа-йăмăк, тăван тесе мухтанса, мăнаçланса та илес килет. Çак кун Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствипе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тавĕсене икĕ çын, тăватă ĕçчен Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, ултă çын Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене, вăтăр икĕ çын район администрацийĕн Хисеп грамотисене тивĕçрĕç.
Çурхи ака-суха ĕçĕсенче тата выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарас енĕпе мала тухнă хуçалăхсем, чи лайăх килти хушма хуçалăхсем, çур акинче уйрăмах палăрнă трактористсем те наградăсемпе парнесемсĕр юлмарĕç. Кăçалхи «Çур аки – 2012 чемпионĕ» лента – «Мир» ЗАОри Мерван Минетуллович Фахрутдинов кăкăрĕ çинче. «Колосри» Анатолий Федорович Петровпа «Истокри» Алексей Дмитриевич Кузнецов трактористсен кăтартăвĕсем те чемпионăннинчен нумай кая мар.
Ялсене, урамсене тирпейлĕ те таса тытасси те – хамăрăн тивĕç. Хамăр тăрăшмасан никам та йĕрке туса парас çук. Çакăншăн ял поселенийĕсен администрацийĕсем яваплă-ха. Акатуйра ку тĕлĕшпе чи лайăххисене те палăртса хăварчĕç.
Акатуй малалла тăсăлать. Унăн программи пуян, ăна тĕрлĕ çынсен тĕрлĕ интересĕсене шута илсе хатĕрлени сисĕнет: никам та кăмăлсăр ан юлтăр.
Суту-илÿ ярмаркинех илер. Темĕн тĕрлĕ тавар, япала суйласа илме май пур. Коопторг тытăмĕнчи лавккасем те, усламçăсем те ĕçлеме лайăх вĕренсе çитнĕ. Шашлăк кирлĕ-и – тархасшăн, чей-кофе – ĕç, ăшна кантар. Уявра пĕрер курка сăра е пĕрер черкке эрех ĕçнĕшĕн те çылăх пулас çук – виçине çеç пĕл, çынлăхран тухса йĕркене ан пăс.
Ял поселенийĕсем акатуя тăрăшса хатĕрленни пур çĕрте те лайăх курăнать. Тĕрлĕ ялта хăнасене кĕтсе илес йăла-йĕрке тĕрлĕрен, çакна хатĕрленсе кил хуçисем кил-çурта тирпейлеççĕ, илемлетеççĕ, тулăх сĕтел хатĕрлеççĕ. Ял поселенийĕсем хăйсен композицийĕсенче шăпах çакна кăтартма тăрăшнă. Ĕлĕкхи пурнăçа сăнланисем те пур. Акă, чаткассенех илер. Хăйне евĕр композици вĕсен. Çурт умĕ, çатан картапа ун хĕррипе ÿсекен хĕвел çаврăнăшĕсем. Картишĕнчех хăна кĕтсе сĕтел хатĕрленĕ. Çынсем киличчен хуçисем – карчăкпа старик – вăхăта ахаль ирттерес темен курăнать: кил умĕнчи таканкки çинче старик хăйĕн карчăкне ярăнтарать.
Пуянкасси ял поселенийĕн ĕçĕ те курăмлă. Куракансем кил-çурт ăш-чиккине капăрлатнипе, сăнланипе интересленсех паллашрĕç. Алă ĕçĕсем те йышлă кунта, сĕтелĕ те тулăх. Çавăн пекех, ял поселенийĕн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан стенд та пуян.
Жюри мĕнле хакларĕ пулĕ те, çавах шăмăршăсен, васансемпе чукалсен ĕçĕсене те пысăк хак парас килчĕ.
Уяв хăнисемшĕн чи кăсăкли тата туртаканни – район пурнăçĕпе аталанăвне сăнлакан пуян стенд. Ун умĕнче çынсем уйрăмах вăрах чарăнса тăнине асăрхама пулчĕ. «Çамрăксене шанмалла» стенд та илĕртÿллĕ.
Шăмăршăри ачасен ÿнер шкулне çÿрекен çамрăк художниксем вара куракансене хăйсен ĕçĕсемпе паллаштараççĕ. Паллах, ачасен ăсталăхне пĕр пек хак параймăн, анчах чи пахи – хăйсен шухăшĕсене сăрă вылявĕсем урлă уçса пама ăнтăлни, хăйсен тĕнче курăмне кăтартни.
«Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ – çут çанталăк управçи. Кунта вăй хуракансем хальхинче паркăн кулленхи пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан фотостенд йĕркеленĕ. Тĕслĕ сăн ÿкерчĕксенче çут çанталăк илемне те анлăн сăнланă. Кану вырăнĕ пулмалли вырăнсен макечĕсем те, архитектура шайĕпе виçсен, илĕртÿллĕ. Пĕр сăмахпа, пĕчĕк макетсем – пысăк пуласлăх.
Суту-илÿ, спорт ăмăртăвĕсемпе вăййисем пынă вăхăтра акатуй сцени çинчен юрă-кĕвĕ татăлмарĕ – уяв концерчĕ нумай çынна хăйĕн патне туртрĕ. Хăватлă динамиксем сасса инçете çитереççĕ пулин те, юрлакан-ташлакансене хăйсене курни, алă çупни мĕне çиттĕр, мĕнпе танлаштăр;
Чăваш Патшалăх филармонийĕ çумĕнчи «Çавал» ансамбль акатуя ятарлă программăпа килсе çитнĕ. Унăн кашни номернех итлекенсем ăшшăн йышăнчĕç. Мĕн тесен те, профессилле артистсем вĕт. Анчах шăмăршăсем вĕсенчен аякра тăраççĕ-и вара; Вĕсем те ĕçре кăна мар, юрă-ташăра та маттур – пултарулăхпа ăсталăх çăл куçĕ пек тапса тăрать. Виçпÿрт Шăмăршăри Е.Муравьеванах илер. Вăл юрланă чух укçа парса ютран чĕнсе илнĕ артист аякра тăтăр! Хальхинче те, Шăмăрш ен шăпчăкĕ шăрантарнă «Юратрăм, çухатрăм» юрă хыççăн, халăх тăвăллăн алă çупрĕ. Уйрăм юрлакансенчен куракансем Палтиелĕнчи Т.Долгована, Кивĕ Чукалти Т.Малеевана, Ярăславри И.Тихонова ăшшăн йышăнчĕç.
Сцена çине аслашшĕпе мăнукĕ – Кивĕ Шăмăршăри Г.Ларшниковпа Шăмăршăри Р.Ларшников тухсан та çынсем нумайччен алă çупрĕç. Пĕчĕк Рома вара уйрăмах тĕлĕнтерчĕ: вăл, такмак каласа ура хуçса ташланисĕр пуçне, темиçе тĕрлĕ халăх инструменчĕсемпе выляма та ăсталанса çитнĕ. Кунта, паллах, аслашшĕн витĕмĕ те пурах-тăр.
Çемье ансамблĕсене илес пулсан, пĕр ÿстермесĕр каласан, Палтиелĕнчи Долговсемпе Ярăславри Тихоновсене çитекенсем пулмарĕç.
Концертра икшерĕн, ушкăнпа юрлакансем те пулчĕç. Кĕске статьяра кашнин пултарулăхне уйрăммăн хак парса хăварма çук. Çавах та ку тĕлĕшпе пуянкассисене, карапайшăмăршăсене, чукалсене, васансене палăртса хăвармасăр май çуках.
Ташăсенчен вара пуянкассисен хĕрарăмсен ушкăнĕн чăваш ташши, Карапай Шăмăршăри хĕрсен ушкăнĕн вырăс ташши курăмлă пулчĕç. Ташăçăсем халăхсен культура йăли-йĕркипе этикине сыхласа хăварма пултарни яр уççăн палăрчĕ. Фонограммăсемпе усă курман, купăс каласа ташланă пулсан, ташăсем тата илемлĕрех пулмаллаччĕ те...
Тĕпрен илсен, акатуя Пуянкасси тата Чукал ял поселенийĕсенчи художество пултарулăх ушкăнĕсем уйрăмах тĕплĕн хатĕрленни, репертуар йĕркелеме пĕлни питĕ лайăх курăнчĕ. Карапайшăмăршăсем те вĕсенчен ÿксех юлмаççĕ.
Спорта юратакансем те хăйсем килĕштерекен спорт ăмăртăвĕсем иртекен вырăна васкарĕç. Кашниех парне çĕнсе илессишĕн тупăшрĕ.
Кире спорчĕн ăмăртăвĕнче малти вырăна "Туслăх" ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕ Константин Кусаинов йышăнчĕ. Ун хыçĕнче - Пăчăрлă Пашьелĕнчи Евгений Укин тата Шăмăршăри Евгений Деришев.
Армспорт вăййинче Владимир Удин (Шăмăршă), Евгений Куропаткин (Васан), Сергей Герасимов (Анат Чаткас) палăрчĕç, вĕсем малти виçĕ вырăна пайларĕç.
Волейболла выляса мала тухассишĕн пыракан вăйăсем те хĕрÿ те интереслĕ иртрĕç. Паллах, кунта та çĕнтерÿ вăйлисенче пулчĕ. Ку хутĕнче пĕрремĕш вырăна Шăмăршă ял поселенийĕн команди йышăнчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш - Васансемпе Карапай Шăмршăсем.
Мини-футбола килĕштерекенсем мечĕк хыççăн ывăнма пĕлмесĕр чупрĕç. Никамăн та выляса ярас килмерĕ. Анчах спортра яланах ăнăçлăрах вылякансем çĕнтереççĕ. Акатуйĕнче те çаплах пулчĕ. "Тайфун" – пĕрремĕш, "Колосок" – иккĕмĕш, "Шăмăршă - центр" виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.
Çăмăл атлетика чи харсăррисене чупăва тухма илĕртрĕ. Хĕрсем хушшинче Алена Ларионова (Карапай Шăмăршă), Вера Удина (Шăмăршă), Диана Краснова (Васан) чи хытă чупакансем пулчĕç. Каччăсенчен Андрей Филиппов (Пуянкасси), Петр Бельцов (Шăмăршă), Олег Зыков (Анат Чаткас) палăрчĕç.
Акатуй илемĕ - кĕрешÿ. Тĕрлĕ виçе категорийĕнчи спортсменсем кавир çине тухса хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. 30 килограма çитичченхи виçере - Е.Синелев, П.Еремеев, А.Хрисанов (виççĕшĕ те Анат Чаткас), 35 килограма çитичченхи виçере - А.Кузьмин, П.Нянин (иккĕшĕ те Анат Чаткас), П.Обожгеев (Патирек), 45 килограма çитичченхи виçере - М.Тизяков (Анат Чаткас), А.Борзов (Пăчăрлă Пашьел), М.Попов (Шăмăршă), 55 килограма çитичченхи виçере - Д.Морозов (Анат Чаткас), А.Кузьмин (Палтиел), 70 килограма çитичченхи виçере - В.Обожгеев (Патирек), В.Ильин, А.Ильин (иккĕшĕ те Кивĕ Чукал), 70 килограмран йывăртарах виçере Е.Укин (Пăчăрлă Пашьел), А.Карзанов (Кивĕ Чукал), А.Еремеев (Анат Чаткас) пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.
Абсолютнăй кĕрешÿре - така çĕнсе илессишĕн пынă тупăшура - виççĕмĕш вырăна В.Иванов (Кивĕ Чукал) çĕнсе илчĕ, иккĕмĕш вырăн та Кивĕ Чукал каччине А.Карзанова тивĕçрĕ. Така хуçи, Акатуй паттăрĕ - Анат Чаткасри А.Еремеев. Паллах ыттисем те парнесемсĕр юлмарĕç.
ИППОДРОМРИ лаша спорчĕн ăмăртăвĕсем Акатуя хăйне евĕр илемлĕ тĕс кÿчĕç. 12 сехет тĕлне кунта кÿме кÿлсе хăйсен рысакĕсемпе старта тухма хатĕрленекенсем те, юлан утçăсем те килсе çитрĕç. Урхамахсен ăмăртăвне курма халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Ипподромра район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ О.Мешков, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов, Сĕнтĕрвăрри райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Н.Краснов тата лаша спорчĕн Пĕтĕм Раççей категориллĕ судйи В.Марков та пулчĕç.
Кÿмеллĕ рысаксемпе ăмăртакансем 1600 метрлă дистанцире тупăшрĕç. Малтанах стартра Н.Концов тытса пыракан Капля (ООО «Агросервис») тата Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамри ĕçпе тыл ветеранĕ, 81 çулти Г.Ахтямов тытса пыракан Победоносец ăмăртрĕç. Капля лайăхрах результатпа палăрчĕ (2 минут та 19 çеккунт), финиша маларах çитрĕ.
Кун хыççăн Е.Шигаревăн Педагогика (хуçи Шăмăршăри В.Еремеев) тата Н.Концовăн Каприза (ООО «Агросервис») урхамахĕсем тупăшрĕç. Урисене илемлĕн малалла ывăтса чупакан Педагогика вăйлăрах пулчĕ – 800 метрлă дистанцире икĕ çаврăм туса финиша 2 минут та 24 çеккунтра çитрĕ.
Малалла вара Н.Концов тытса пыракан Влада (ООО «Агросервис»), Патăрьел районĕнчи Чăваш Сăкăт ялĕнчи В.Пайдютов тытса пыракан Григорянка тата И.Гелимзянов тытса пыракан Гротеск (ООО «Саид») ăмăртрĕç. Ыттисене 10-15 метр кая хăварса, Гротеск старта 2 минут та 11,3 çеккунтра вĕçлерĕ.
Чи лайăх результатсемпе палăрнă Гротеск, Капля тата Влада финалта тупăшрĕç. Гротеск çĕнтересси малтанах паллă пулчĕ – вăл пĕрремĕш çаврăма (800 метр) 1 минут та 05 çеккунтра чупса тухрĕ, старта (1600 метр) 2 минут та 10,4 çеккунтра вĕçлесе финиш линийĕ урлă каçрĕ. Çапла вара Пăва районĕнчен килнĕ Ильсур Гелимзянов кÿмеллĕ рысаксемпе ăмăртакансем хушшинче чемпион ятне çĕнсе илчĕ. Анчах та ку ипподромăн чи лайăх кăтартăвĕ мар. В.Марков судья каланă тăрăх, ипподромри чи лайăх результат – 2 минут та 09,8 çеккунт И.Матвеев темиçе çул каялла Влада урхамахпа тунă рекорда кăçал та çĕнетме май килмерĕ.
Хавхалантару призне çĕнсе илессишĕн Григорянка, Каприза тата Педагогика рысаксемпе ăмăртрĕç. Старта пуринчен те маларах вĕçлесе В.Пайдютов хăйĕн Григорянкипе финиша чи малтан çитрĕ. Унăн кăтартăвĕ – 2 минут та 22 çеккунт.
Хресчен лашисемпе çичĕ юлан утçă ăмăртрĕ. Вĕсем те 1600 метрлă дистанцире вăй виçрĕç. Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Куршанкă Шăхалĕнчи В.Семенов хăйĕн Барс лашипе дистанцие 2 минут та 22 çеккунтра чупса тухса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Çак ялтанах килнĕ Н.Харитонов тытса пыракан Катюша – иккĕмĕш, Кивĕ Шăмăршăри Г.Ельцовăн Ласки виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Васан ял поселенийĕ ăмăртăва лашасем тăратни поселени администрацине илем кÿрет.
Ăмăртусен тăхтавĕсем вăхăтĕнче Шупашкартан килнĕ «Çеçпĕл» ансамбль (музыка ертÿçи А.Галкин) халăха чăваш тата вырăс композиторĕсен юррисемпе савăнтарчĕ.