Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Студент чухнех паллашнă та...

15 июня 2012 г.

Студент чухнех паллашнă та...

ИРТЕТ çав вăхăт... Пĕр систермесĕр иртет. Хыçа юлнă çулсем çине çаврăнса пăхатăн та, ирĕксĕрех çак шухăш патне пырса тухатăн: нивушлĕ тахçан эпир те çамрăк пулнă-ши?

Студентсем пулнă вĕсем ун чух. Иккĕшĕ те Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнче агронома вĕреннĕ. Пĕри – Çĕнĕ Шăмăршă йĕкĕчĕ Миша Захаров, тепри – Куславкка районĕнчи Куснар хĕрĕ Лида Андреева. Куçăмсăр майпа вĕреннĕскерсем институтра паллашнă, текех вĕсене шăпа пĕр-пĕринчен уйăрман. Лидия Романовнапа Михаил Иванович Захаровсем аллă çул çемье лавне пĕрле туртаççĕ. 1962 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче пĕр çемье çавăрнă вĕсем.

Вăтам шкул хыççăн Лида Шупашкарта профтехучилищĕре вĕреннĕ, кайран тимĕр-бетон конструкцийĕсен заводĕнче сварщик-арматурщик пулса ĕçлеме тытăннă. Ĕçленĕ вăхăтрах, 1961 çулта, ял хуçалăх институчĕн агрономи факультетне вĕренме кĕнĕ. Тăваттăмĕш курс хыççăн Лидия Романовна педагогика институчĕн биологи факультетне куçнă, 1969 çулта алла диплом илнĕ. Унтан вара – шкул. Çамрăк педагог Вырăс Чукалĕнчи шкулта ачасене биологипе географи, ют чĕлхене вĕрентнĕ. Каярах Васанти вăтам шкулта ĕçленĕ, унтан – Шăмăршăри вăтам шкулта. Л.Захарован педагогика стажĕ – 37 çул.

Михаил Иванович та, çамрăклах ĕçе кÿлĕннĕскер, пархатарлă пурнăç çулне утса тухнă. Тăхăр класс пĕтерсенех çамрăк йĕкĕт Мичурин ячĕллĕ колхозра ахаль колхозник пулса ĕçленĕ, çав хушăрах каçхи вăтам шкулта вĕреннĕ. 1961 çулта Мишана Шăмăршă ял Совечĕн секретарĕ пулма суйланă, 1962 çулта – райĕçтăвком инструкторĕ.

1963 çулта Михаил Иванович ял хуçалăх институчĕ çумĕнчи кадрсен çулталăклăх шкулĕнче вĕреннĕ. 1965 çулччен вара вăл Патăрьелĕнчи производство управленийĕн Чукал тăрăхĕнчи хуçалăхсен инструкторĕ пулнă.

М.Захаров ĕçленĕ вăхăтрах аслă пĕлÿ илнĕ. 1965 çулта ăна Мичурин ячĕллĕ колхозăн (кайран «Шемуршинский» совхоз) тĕп агрономĕ пулма çирĕплетнĕ, 1975-1978 çулсенче Михаил Иванович ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ пулнă, унтан каллех тăван совхоза тĕп агроном ĕçне куçнă. Кайран вара тăрăшуллă специалиста «Шемуршинский» совхоз директорĕ пулма çирĕплетнĕ. Нумай çул туртрĕ вăл çак йывăр лава. М.Захаров ертсе пынă çулсенче хуçалăх районта лайăххисен шутĕнче пулнă.

Наукăпа уйрăмах хытă интересленнĕ Михаил Иванович, ял хуçалăхĕнче тĕрлĕрен тĕпчевсем ирттерсе пуян материал пухнă. 1989 çулта вара вăл диссертаци ăнăçлă хÿтĕлесе ял хуçалăх наукисен кандидачĕн ученăй степенне илнĕ. Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутачĕ, темиçе хутчен те район Совечĕн халăх депутачĕ пулма шаннă ăна.

Виçĕ ача – икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса пăхса ÿстернĕ Захаровсем. Пурте аслă пĕлÿ илнĕ. Лидия Романовнапа Михаил Ивановичăн халĕ ултă мăнук.

Сăмах май, М.Захаров – пирĕн хаçатăн çывăх тусĕ, ырми-канми тавра пĕлÿçĕ. Ÿркенмен тĕпчевçĕ вулакансене çĕнĕрен те çĕнĕ паха материалсемпе савăнтарать. Нумаях пулмасть Михаил Ивановичăн Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» издательствăра «Çĕнелет Çĕнĕ Шăмăршă» кĕнеки пичетленсе тухрĕ.

Алла-аллăн – аллă çул. Паян вĕсен – ылтăн туй. Уяв кĕреки тулăх пултăр эппин сирĕн, хисеплĕ Лидия Романовнапа Михаил Иванович.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика