15 июня 2012 г.
КĂÇАЛ 5 уйăхра район территорийĕнче 7 пушар тухнине, вăл 470 пин тенкĕлĕх сиен кÿнине регистрациленĕ.
Тĕпрен илсен, пушар граждансен хуçалăхĕсенче алхасать. Пушарсенчен 3-шĕн сăлтавĕ, электропроводка кивелнипе, тĕрĕс мар монтажланипе çыхăннă. Çакна пула Тури Чаткасра, Патирекре тата Пăчăрлă Пашьелĕнче вут-çулăм çĕкленнĕ.
Мунча хутнă вăхăтра пурне те тимлĕ пулма сĕнетпĕр. Тимсĕрлĕхе пула акă кăçал Виçпÿрт Шăмăршăра чутах инкек курман.
Вутпа асăрханусăр пулни те инкек патне илсе пырать. Çакна пула Вырăс Чукалĕнче вут тухнă.
Транспорт хатĕрĕ çинче яланах огнетушитель пулмалли пирки нумай çыратпăр, калаçатпăр. Шăмăршăри пĕр çамрăкăн автомашина электропроводкине, вăл юсавсăр пулнипе, кĕске замыкание пула вут хыпса илнĕ. Шел, автомашинăра огнетушитель пулман. Телее, вута çийĕнчех сÿнтерме май килнĕ.
Нумаях пулмасть Тури Чаткасра лупас çунса кайнă. Сăлтавĕ – ачасем лупас çинче шăрпăкпа вылянинче. Халĕ ачасем кунĕпех килте пулнă, çуллахи каникулта каннă май, вĕсем, уйрăмах пĕчĕккисем, вут кăларасран сыхă тăмалла. Пĕчĕккисене картишĕнче, лупас айĕнче е ун хыçĕнче кăвайт чĕртмелле марри, алла шăрпăк тытни пысăк инкек кÿме пултарни пирки куллен ăнлантарса тăмалла. Сыхланакана Турă та сыхлать, теççĕ.