15 июня 2012 г.
РАЙОНТИ тĕп больницăри куçа тĕрĕслеттермелли кабинет умĕнче яланах халăх йышлă. А.Любимова врач-офтальмологпа Г.Давыдова медсестра пациентсене яланах ăшшăн кĕтсе илеççĕ, май килнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ.
Анна Алексеевнăпа Галина Александровна – опытлă специалистсем. А.Любимова ку кабинетра ĕçлеме пуçланăранпа кăçал шăпах 20 çул çитнĕ. Г.Давыдова та пысăк стажлă – 16 çул вăй хурать. Ырă кăмăллă пулнăшăн, професси ăсталăхĕпе ĕçлесе пынăшăн вĕсене коллективра та, пацентсем те хисеплеççĕ.
Офтальмологи кабинечĕ умĕнче ачасемпе çамрăксене те, çулланнă çынсемпе пенсионерсене те курма пулать.
– Пире уйрăмах ачасен сывлăхĕ пăшăрхантарать, – терĕ Анна Алексеевна. – Телепередачăсене питĕ çывăхран пăхни, сехечĕ-сехечĕпе компьютер умĕнче ларни вĕсен куçĕ пăсăласси патне илсе пырать. Ачасен куçĕ пăсăлма, çывăхран кăна лайăх курма (близорукость) пуçланине ашшĕ-амăшĕ вăхăтра сисни, вĕсене пирĕн кабинета илсе килни ăнăçлă сиплеме, пĕтĕмпех сывалса çитме май парать. Каярах юлнă пулсан та, сиплеве пуçăнни сисĕмлĕ результатсемпе таврăнать. Шупашкарти куç клиникин больницин врачĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр.
Пенсионерсем хушшинче вара куç шăрçи тĕксĕмленме пуçланă (катаракта), куç давленийĕ ÿснĕ (глаукома), ватлăха пула куç сетчаткине улшăнусем кĕнĕ тĕслĕхсем нумай иккен. Республикăри клиника больницинче тунă операцисем куçа сисĕмлех лайăхлатма май параççĕ. Чи кирли – унти врачсен сĕнĕвĕсене çирĕп пăхăнса пурăнни.
Диспансеризаци тапхăрĕнче тата медосмотр вăхăтĕнче кабинета çынсем уйрăмах йышлăн килеççĕ. Вĕсенчен кашнинех тĕплĕн тĕрĕслеççĕ врачпа медсестра. Куç пăсăлма пуçлани палăрсан медицина ĕçченĕсем çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ.
Хăйсене ăнăçлă сипленĕшĕн тав сăмахĕсем каласа хăваракансем нумайăн. Медицина работникĕсемпе калаçса ларнă вăхăтра Карапай Шăмăршăран больничнăй хуптарма В.Ефимов килсе çитрĕ, хăйĕнпе тимлĕ пулнăшăн, куçне сисĕмлех лайăхлатма пулăшнăшăн А.Любимовапа Г.Давыдована ăшшăн тав турĕ. Больницăна черетлĕ процедурăна килнĕ Л.Еливанов пенсионер та медицина ĕçченĕсене мухтарĕ. Пациентсем чĕререн тухакан сăмахсемпе тав туни Анна Алексеевнăпа Галина Александровнăна чунтанах савăнтарать, малалла та чăтăмлăн ĕçлесе пыма хавхалантарать.