15 июня 2012 г.
РАЙОНТИ тĕп больницăри поликлиникăра вăй хуракан Р.Бахитова – пысăк ĕç стажĕллĕ медицина работникĕ. 1983 çулта Канашри медицина училищине пĕтерсен Раиле Равиловна Сĕнтĕрвăрринчи больницăра ĕçлеме пуçланă. Патирек хĕрĕ унта хирурги уйрăмĕнче тăрăшнă.
1987 çултанпа вара Шăмăршăри тĕп больницăра ĕçлет. Малтан терапи уйрăмĕнче вăй хунă, 11 çултан поликлиникăри медсестра должноçне куçнă.
Раиле Равиловна коллективра сăпайлăхпа, професси ăсталăхĕпе палăрса тăрать. Вăл, врачсен хушăвĕпе килĕшÿллĕн, чирлисем валли больничнăй хут çырать, пациент сывалнă хыççăн документа тивĕçлĕ даннăйсем кĕртет. Çак ĕç, паллах, пысăк ответлăхпа çыхăннă. Р.Бахитова медицина законодательствине çирĕп пăхăнса ĕçлет. Кунсăр пуçне район çыннисене врачсен хушăвĕсем тăрăх тĕрлĕ справкăсем, свидетельствăсем çырса парать. Кирлĕ пулсан, поликлиникăри ытти медицина сестрисене те пулăшать.
Ырă кăмăллă специалиста коллективра та, пациентсем те хисеплеççĕ. Медицина ĕçченĕшĕн кунтан хаклăраххи мĕн пултăр?