Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кая юлсан каю ан шăттăр

20 июня 2012 г.

"ПУЯНПА чухăн юнашар пурăннă. Пĕр ирхине тухаççĕ те, пуянăн лаши чухăн çыннăн урапи айне хăмланă. Чухăн çухалса кайман, манăн урапан тихи ку тесе ĕнентернĕ, пуян вара çакна хирĕçленĕ. Тавлашу хĕрнĕçем-хĕрсе пынă..." Çак юмаха илтмен çын сахал пулĕ. Мĕншĕн çакна аса илтĕм-ха; Шăмăршă район администрацийĕ ял поселенийĕсенчи шкулсемпе садик котельнăйĕсене пăхса тухнă чухне лару-тăру шăп та шай юмахри пек курăнса пычĕ. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем ку манăн мар, шкул директорĕсем – санăн теме пăхрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕсем В.Н. Никифоропа В.А. Петьков çитес вĕренÿ çулĕ валли газ хуранĕсемпе ăшă илсе пыракан пăрăхсене, шкулсенче юсав ĕçĕсем мĕнлерех пынипе паллашас тĕлĕшпе кашни ялах çитсе курчĕç. Вĕсемпе пĕрлех районти кашни ял поселенийĕн пуçлăхĕ тата райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политики пайĕн инженерĕ В.М. Кузьмин та çула тухрĕç. Рейд вăхăтĕнче котельнăйсенче, пĕтĕмĕш-ле илсен, нимĕнех туни те курăнмарĕ. Хăшĕ-пĕри ĕçне тăсма шутламаççĕ. Укçа-тенкĕ çитменни çине йăвантарма пăхаççĕ. Анчах «шăпчăк юрлама пăрахсан çу кунĕсем иртеççĕ» тенине асра тытасчĕ. Пурте тенĕ пекех вăхăтра пурнăçласа пĕтеретпĕр, нимĕнле чăрмав та пулмĕ теççĕ-ши; Ырана хăварса пырса сисмесĕрех кĕр кунĕсем çитсе тăрĕç. Вăхăт никама та кĕтсе тăмасть, вăл ялан малалла васкать. Юрăхсăра тухнă газ хуранĕсене те çĕннисемпе ылмаштармалла, ăшă паракан пăрăхсене те тĕрĕслемелле, урамра вырнаçнă пăрăхсене ăшă тытакан материалпа чĕркемелле. Котельнăйсене шуратмалла, сăрламалла. Çапла, ĕçĕ сахал мар. Çавăнпа та кашни куна пĕлсе йĕркелесе ĕçлемелле. Шкулсенче юсав ĕçĕсене пуçăннă темелле. Пĕрисем – спорт залра, теприсем – коридорта, виççĕмĕшсем акт залĕнче ĕçлеççĕ. Анчах нихăш тĕлте те ĕçсем кал-кал пыни сисĕнмест. Вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕренпе вара çирĕм кун иртрĕ. Каникул та çаплах сисĕнмесĕр вĕçленĕ. Юсав ĕçĕсене вара маларах вĕçлесен тем пекехчĕ. Ачасем парта хушшине лариччен классенче сăрă шăрши сирĕлсе ĕлкĕрмелле. Паллах, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем юнашар пулнăран ялсенче тирпей-илем тăвасси çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине тепĕр хут аса илтерчĕç. Акатуй умĕн ялсенчи тирпейлĕхе пăхса тухнă хыççăнхи асăрхаттарусене пурнăçламанни куç кĕретех. Çынсем хăйсем пурăнакан килĕсем умне те тасатма ÿркенеççĕ. Тен, вĕсем кам та пулин пырса туса парасса кĕтеççĕ; Анчах кун пек пулмĕ, хамăр пурăнакан çурт-хуралтă таврашне хамăрăнах тирпейлĕхре тытмалла. Ял таврашĕсенчи палăртман свалкăсене те пĕтермелле. Хальлĕхе вара ырă улшăнусем çукрах-ха. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе шкул директорĕсен çак рейд хыççăн шутласа пăхмалли, çитменлĕхсене пĕтермелли сахал мар. Çакăн пек тĕрĕслевсем татах та пулĕç. Çавăнпа та район администрацийĕнчи ĕçченсем текех килсе тĕрĕслемĕç тесе лăпланса ларма иртерех-ха.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика