Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акатуй йыхравлать

20 июня 2012 г.

ЧĂВАШ наци конгресĕн президиумĕн ларăвĕнче пĕтĕм чăваш Акатуйĕ пирки сăмах пынă. Мероприятишĕн яваплисенчен пĕри Валерий Лукьянов палăртнă тăрăх – кăçал Акатуя Белоруçрен (20 çын), Пенза, Эрĕнпур, Самар облаçĕсенчен, Тутарстанран тата ытти çĕртен пухăнĕç. Уява фольклор ушкăнĕсем хутшăнĕç, спорт ăмăртăвĕсем (наци кĕрешĕвĕ, волейбол, футбол...) иртĕç, чăваш апат-çимĕçĕсен конкурсне йĕркелĕç. Ку çеç те мар, хальхинче пирĕн патăмăрта пурăнакан ытти халăх пĕрлешĕвĕсен представителĕсем хăйсен кухнипе паллаштарĕç. Вĕсем хатĕрленĕ çимĕçсене те астивме май пулĕ. Каç кÿлĕм эстрада юрăçисем Чăваш наци конгресĕн çурчĕ умĕнче концерт кăтартĕç. Аса илтеретпĕр: Акатуй çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче – Республика кунĕнче – "Шупашкар: 500 çул" культурăпа кану паркĕнче 11 сехетре пуçланать. Пурне те хапăл тусах йышăнаççĕ. Конкурссене, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнакансене дипломсемпе тата парнесемпе чыслĕç.

"Хыпар" хаçатран.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика