Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă кăмăллă ачасене – лайăх кĕнеке

20 июня 2012 г.

АЧАЛĂХ – чи илемлĕ вăхăт. Ачасем сывлăхлă ÿсчĕр, анлă тавракурăмлă пулччăр, пурнăç çулĕ çине ăнăçлă тухма хатĕрленччĕр тесе тăрăшасси – пирĕн, çитĕннисен, сумлă тивĕçĕ. Паллах, чи малтан вĕсемшĕн ашшĕ-амăшĕ яваплă. Вулав ача пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кĕнеке вуласа вăл ÿсен-тăран тата чĕрчунсен тĕнчи пирки пĕлме, пурнăçри тĕрлĕ пулăмсене ăнланма, ыркăмăллăхпа чунсăрлăха уйăрма пуçлать. Шăмăршă ял поселенийĕн тĕп библиотекин ĕçченĕсем ачасен кĕнеке вулас туртăмне ÿстерес, вĕсене ача-пăча валли пичетленнĕ çĕнĕ изданисемпе паллаштарас тĕлĕшпе нумай ĕçлеççĕ. Ача-пăча кĕнекисен фондне çĕнĕ литературăпа пуянлатас тĕллевпе нумаях пулмасть пирĕн библиотека специалисчĕсем "Ырă кăмăллă ачасене – лайăх кĕнеке" акци ирттерчĕç. Çĕнĕ кĕнекесем туянма укçа-тенкĕ хывас ĕçе районти предпрятисемпе организацисем: кăнтăр производство пĕрлешĕвĕн Шăмăршă районĕнчи электросечĕ (ĕртÿçи А. Денисов), Шăмăршăри ДРСУ (В. Вашуркин), газ участокĕ (М. Салахов), "ФОРЕСТ" ООО (А. Карзанов), "Шанс" ООО (В. Еремеев) тата уйрăм предпринимательсем: Алексей Романов, Любовь Сетнерова, Зоя Иванская, Виталий Любимов, Валерий Юманов, Анатолий Локтин, Владимир Смирнов, Марина Удина, Елена Старая, Оксана Филиппова, Алексей Михайлов, Елена Кудряшова, Лидияпа Светлана Харитоновасем тата Алена Хлюкина хутшăнчĕç. Библотека ĕçченĕсем тата кĕнеке вулама юратакан ачасем ыркăмăллăх акцине хутшăннисене пурне те ăшшăн тав тăваççĕ, ырлăх-сывлăх, ĕçре ăнăçу сунаççĕ. Часах библиотека хитре хуплашкаллă, интереслĕ содержаниллĕ ача-пăча кĕнекисемпе пуянланĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика