20 июня 2012 г.
ПĔР-ПĔРИНПЕ туслă çÿренĕ хыççăн пĕрлешрĕç Надьăпа Леня. Çемье çавăрсанах общежитире пĕр пысăк пÿлĕм пачĕç вĕсене. Тенкĕ çумне тенкĕ пухса пÿлĕме тумлантарчĕç, хăйсем те ятуллă çÿрерĕç. Çапла çулталăк иртнине те сисмерĕç. Чап-чап уйăхĕ пек иртрĕ 12 уйăх. Анчах юлашки кунсенче мăшăрĕ темшĕн тунсăхланине, ун çине ăшшăнах пăхманнине туйрĕ Надя. Хĕрарăмăн теме сиснĕ евĕр чĕри хыттăн тапма пуçларĕ. Халиччен ÿсĕрĕличчен эрех ĕçнине курман çамрăк хĕрарăм, упăшки алăка хыттăн уçса кĕнине курсанах: – Мĕн пулнă сана, пĕр-пĕр пысăк уяв пулчĕ-им; Е лотерей выляса илтĕн-и; – тесе çепĕççĕн кĕтсе илчĕ Надя ăна. – Эсĕ мĕн кулса тăратăн. Савăнăçлă-им; Эпĕ вара... – çилĕллĕн кăшкăрчĕ Леня алăк урати урлă каçнă-каçманнах. Нимĕн те ăнланса илеймен хĕрарăм, упăшкине салтăнтарса диван çине вырттарма тăрăшрĕ. – Ан çывăрттар, манăн ыйхă килмест. Мĕншĕн халĕ те ача çук пирĕн, кала-ха, мĕншĕн; – мăкăртата пуçларĕ хайхискер. Тинех ăнланса илчĕ çамрăк хĕрарăм ĕç-пуç мĕнре иккенне. Сăлтавне пĕлнĕ хыççăн ырă та, усал та чĕнес килмерĕ Надьăн, айккине пăрăнчĕ. Мăшăрне юлашки вăхăтра темĕн канăç паманнине сисетчĕ-ха вăл, тупсăмне çĕр проценчĕпех пĕлместчĕ. Халĕ тинех ăнланчĕ, хĕрарăм тĕшмĕртнĕ пекех иккен. Мĕнле-ха вăл арçын, юратнă çынна урăлла калйман сăмахсене ÿсĕрле персе ярать. Арçынна мĕнле шухăш-тĕллев чĕрине кăшланине пĕлес тесен эрех ытларах ĕçтермелле иккен. Ытти чухне суйнине те пытарма пĕлмеççĕ градусĕ хăпарса кайсан. Мăкăр-мăкăр тусах çывăрса кайрĕ Леня. Ирхине вара пуç ыратнипе аптăрарĕ. – Паян ĕçе иртерех вĕçле-ха. Иксĕмĕр те больницăна кайса килĕпĕр, – терĕ ирхи апат çинĕ чухне ăшă кăмăллă Надя. – Мĕн, чирлерĕн-им; Ĕнер эпĕ кăштах юлташсемпе уяв йĕркеленĕччĕ. Эпĕ эсĕ йăшнине туйман... Арăмĕ нимĕн те пулманнине, иккĕшĕ те тĕрĕслев витĕр тухмаллине пĕлтерсен лăпланчĕ арçын. Больницăра тĕрлĕ анализсем панă, врачсем патĕнче пулнă хыççăн мăшăр килне васкарĕ. Кунсем иртрĕç. Надьăпа Леня вăхăт çитсен анализсемпе интересленчĕç. Анчах... Медсестра Надьăн юнĕ начаррине, унта венери чирĕ тупнине палăртрĕ. Çакна кĕтмен çамрăк арăм тĕлĕннипе тĕшĕрĕлсе анчĕ. Леньăн кăвак куçĕсем черкке пысăкăш пулса кайрĕç, чĕлхи çыхланчĕ унăн. – Мĕскер, мĕскер; – теме çеç пултарчĕ вăл. Арăмне тăна кĕртме тăрăшакан тухтăрсем унта-кунта чупни те шухăшлаттармарĕ ăна, алăка шарт! хупсах чупса тухса кайрĕ вăл. Тепĕр темиçе сехетрен Надя тăна кĕчĕ. Çине-çинех анализсем пачĕ тепĕр хут, вара "ниçта та тухса каймастăп" тесе алă пусса килне кайрĕ. Диван çинче ÿсĕр тăсăлса выртакан упăшки Надя килсенех урса кайрĕ. – Кампа пултăн, мана хывăхпа улталатăн эсĕ. Мĕне-мĕне те, кун пеккине кĕтмен санран, – йĕрĕнчĕклĕн пăхса илсе калаçать Леня. – Уйрăлатăп санран. Паянах заявлени кайса паратăп. Ним сăмах чĕнеймест нушана лекнĕ хĕрарăм, унра ним айăп та çуккине нимĕнле те ĕнентереймест. Тепĕр арçын пулсан çакăн пек сăлтава пула арăмне чунĕ каниччен хĕнесе пĕтерет, Леня вара ун пек çын мар, хытă юратать Надьăна, çавăнпах лăпкăн çеç тухса кайма ыйтать. Пĕринче Надьăна каллех больницăна чĕнеççĕ. – Каçарăр, анализсем улшăннă. Сирĕн пек хушаматлă тепĕр хĕрарăм юн панă вăл кун, – терĕ медсестра ним пулман пек пробиркăсене унталла-кунталла куçарса. – Мĕскер; Каçарăр; Эсир вĕт пирĕн çемьене салатрăр, – хыттăн калас терĕ пулсан та аран-аран тухрĕç унăн сăмахĕсем. – Темĕн те пулать, вуншар çынна йышăнатпăр та... Шухăша путнă Надя хăй умне Леня килсе тăнине те туйман. – Надя, юратăвăм, шанманнишĕн каçарсам. Епле пултарнă эп, – куççулĕсене пытараймасть Леня мăшăрне ыталаса. Темле те тĕрĕслесе илет пурнăç пире, темле сулăнчăка та пăрса ярать. Яланах тÿрĕ, ăш пиллĕ пулни анчах усал-тĕселтен çăлса хăварать. Халĕ Леньăпа Надьăн икĕ ача.
.