Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канашлу иртнĕ

23 июня 2012 г.

 

КĔÇНЕРНИ КУН район администрацийĕнче ял поселенийĕсен, организацисемпе предприятисен пуçлăхĕсемпе черетлĕ канашлу иртрĕ. Ăна райадминистрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.А. Петьков ертсе пычĕ.

Районта ялсене тирпей-илемре тытмалли пирки, çынсен хăйсен пурăнакан вырăнсене çÿп-çапран тасатсах тăмалли пирки çине-çинех аса илтереççĕ. Шел, çакăн çине сÿрĕккĕн пăхакансем те пур. Тÿрремĕнех хăйсене пырса тивекен тивĕçсене ял поселенийĕн пуçлăхĕсем те кирлĕ пек пурнăçласа пымаççĕ. Ялсене çÿп-çап тăкмалли контейнерсемпе те туллин тивĕçтермеççĕ. Хăш-пĕр ялсенче вĕсене пачах та лартман.

Йытăсем те çав-çавах ирĕкре çÿрени, вĕсем çынсене çыртнă тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ. Кăçалхи 5 уйăхра çакăн пек 19 тĕслĕхе шута илнĕ. Ирĕкре чупакан йытăсене пĕтерес тĕлĕшпе Шăмăршă ял поселенийĕ дротиксем туяннă. Анчах ытти ял поселенийĕсем ку енĕпе ĕçлени сисĕнмест-ха.

Паллах, хытă йышши каяшсене тăкмалли свалка Шăмăршăра хута каяйманни те йывăрлăхсем кăларса тăратать. Свалка территорине карта тытса çаврăнман. Каяшсене те хăрушлăхне кура уйăрса пымаççĕ, пурне те пĕр купана пырса тăкаççĕ. Çак тĕлĕшпе Шăмăршăри "Коммунальник" ОАО çителĕксĕр ĕçлени палăрать. Кун пирки Патăрьелĕнчи Роспотребнадзорăн председателĕ А.И.Прохоров пĕлтерчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика