Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Радио эфирĕнче – «Ахаяс»

23 июня 2012 г.

ĔЛĔК-АВАЛХИ чăваш халăхĕн йăли-йĕркине манманни, мăн асаттесемпе асаннесен юрри-такмакне, ташшине сыхласа хăварни темрен те паха. Çак тĕлĕшпе уйрăмах ялсенчи фольклор ушкăнĕсем ĕçленине палăртса хăвармалла. Вĕсем хăйсен тăрăхĕсенчи юрăсене, йăла-йĕркене вĕренсе çамрăксем патне çитерме тăрăшаççĕ. Акă, Чăваш наци радио республикăри фольклор ушкăнĕсем хушшинче "Иксĕлми çăл куçсем" конкурс ирттерет. Унта тупăшăва икшер ушкăна çĕнсе илеççĕ, вĕсен юррисене çыртарса эфира кăлараççĕ. Шăпах çак конкурсра пирĕн районти Пуянкасси ялĕнчи Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Надежда Федотова ертсе пыракан "Ахаяс" фольклор ушкăнĕ хутшăнать. Вĕсен "Хăна юррипе" "Туй юрри" наци радио эфирне июнĕн 27-мĕшĕнче, юн кун, каçхине 6 сехет те 30 минутра тухать. Пирĕн ентешсене хирĕç тăраканĕсем – Елчĕк районĕнчи Тăрăмри ушкăн. Çавăнпа та, эсир "Ахаяс" ушкăна çĕнтерÿçĕсен шутне кĕртесшĕн пулсан, радио итлеме, вĕсемшĕн сасăлама ан манăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика