Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Женя хурăнĕ

23 июня 2012 г.

 

Июнĕн 22-мĕшĕ – Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче вилнисене асăнмалли кун

Пуянкассинче çуралса ÿснĕ, Аслă Отечествăлла вăрçăра пуç хунă Евгения

Григорьевна Кириллована халаллатăп

Шурă хурăн ларать кашласа,

Ял-йыша вăл тăрать сăнаса.

Ăна лартнă тахçан хĕр ача,

Хитре пултăрччĕ тенĕ пахча.

Чĕннĕ амăшĕ Женя тесе,

Юратса çупăрланă хĕрне.

Шанса тăнă вăл, ĕмĕтленсе,

Мăнука та эп курăп тесе.

Лăпкă пурнăç, хастар çамрăксем,

Çуллахи илĕртÿллĕ каçсем...

Пур тавралăх юрлать,

савăнать,

Яшсене çут малашлăх сунать.

Çамрăк хĕр ĕмĕтпе хĕмленет,

Учитель пулма вĕренет.

Ĕçлемешкĕн пуçлать вăл

шкулта,

Кÿршĕри, юнашар Васанта.

Шел: анчах та аçа-çиçĕм пек

Капланать пĕр кĕтмесĕр инкек:

Хаяр вăрçă, асап пуçланать,

Çын куççулĕ çĕре тăкăнать.

Вăй-питти арçынсем –

вăрçăра.

Фашистсем ан тăвайччăр чура.

Кĕçех Женя та кайрĕ вăрçа,

Тăрса юлчĕç пурте макăрса.

Мĕнлерех-ши, ах, амăш тÿсет;

Кунсерен çырусем вăл кĕтет.

Шурă хурăн салху пахчара, –

Тен, кĕтет вăл усал хыпара;

Белорусси. Ултавлă шăп каç.

Салтаксем тÿпене ав сăнаç.

Пирĕн Женя – вĕсен

хушшинче.

Тăван ялĕ ун чун-чĕринче.

Ак çухалчĕç тăван сăнарсем,

Çÿçентерчĕç тискер сасăсем:

Таврара – фашистсен

йыттисем,

Хупăрлаççĕ çурта эсрелсем.

Парăнмашкăн хушать ак

тăшман.

Парăнма çамрăк хĕр

çуралман!

Хăтăлма йывăр вут-çулăмран –

Акă вăл та сикет кантăкран.

Кăшкăрать хĕр: "Пурте –

вăрмана,

Чарса тăрăп унччен тăшмана!.."

Ăна пуля пырса тăрăнать, –

Çĕрелле вăл хуллен йăванать.

Паттăр вырăс каччи те ÿкет,

Куçĕнче унăн пурнăç сÿнет...

Вĕсем пачĕç хăйсен пурнăçне,

Пурнăçларĕç çавах тивĕçне.

Тăрса юлчĕç халь вил

тăприсем,

Пĕчĕк палăк тата чечексем...

Çăмăл пулччĕр эппин

тăпрăрсем,

Манăçмастăр эсир, паттăрсем.

... Виличчен амăш кĕтрĕ хĕрне,

Кĕтрĕ хурăн та хăй хуçине.

Илеймерĕç кĕтсе пур пĕрех,

Анчах пирĕншĕн Женя чĕрех!

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика