Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кунсем хаваслă иртнĕ

23 июня 2012 г.

 

Вĕренÿ çулĕ вĕçленчĕ пулсан та Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул вĕренекенсемсĕр тунсăхласа лармасть. Кунта ачасен çуллахи лагерĕ виçĕ эрнене пычĕ. Пурĕ 73 ача хаваспах лагере çÿрерĕ. Вĕсене 5 отряда пайланă. "МЧС", "Моряксем", "Пултаруллă алăсем", "Чечексем", "Вĕлле хурчĕсем" отрядсенчи хĕр ачасемпе арçын ачасем хăйсен кану кунне ирхи линейкăран, зарядкăран пуçланă. Паллах, кун йĕркинче тĕрлĕрен мероприятисем пулнă. Вĕренекенсем спорт вăййисем вылянă, экскурсисене çÿренĕ. Вăхăта усăллă та интереслĕ ирттерме тăрăшнă. Кулленех вĕсем бассейна шыва кĕме те çÿренĕ. Отрядсенчи ачасемпе аслă классенчи вĕренекенсем те конкурс-вăйăсем йĕркеленĕ, вĕсем вожатăйсем вырăнĕнче пулнă.

Лагерь "хуçи" Ирина Ревунова вĕрентекен каланă тăрăх, ачасем пурте хаваспах лагере çÿренĕ. Вĕсем хăйсен умĕсенчи тĕллевĕсене туллин пурнăçланă. Кашни отрядпа ĕçлекен вĕрентекенсем те хăйсен тивĕçĕсене кăмăлтан пурнăçланă.

Анчах шутлă кунсем ытла та хăвăрт иртеççĕ. Малаллахи кану кунĕсене те шкул ачисем усăллă ирттерĕç, çитес вĕренÿ çулне лайăхпа кĕтсе илĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика