23 июня 2012 г.
ПУЛĂ тытни – хăйне май йăпанăç, киленÿ. Ахальтен мар ăна лăпкă сунарпа та танлаштараççĕ. Лăпкă шывра вăлта путкăçне сăнаса ларма чăнах илĕртÿллĕ вĕт: туртать-и, туртмасть-и; Çырана пысăках мар пулă туртса кăларни те савăнăç: ку – чăтăмлăх парни.
Палтиел ялĕ çывăхĕнчи плотина та пулăпа пуян. Кунта пулла çÿрекенсем яланах йышлă. Ытларахăшĕ вăхăта вăлтапа ирттерме кăмăллать. Хăшĕсем вара (ун пеккисем те çук мар), сăвăç калашле, йăпăл-япăл пуллине ăманпа уталанипе çеç çырлахасшăн мар. Çакнашкаллисем пулла сĕрекепе сĕрнине хам та пĕрре кăна мар курнă. Асăрхаттарни вара кăлăхах: пулăсене эсĕ ĕрчетмен вĕт, теççĕ. Сăмахпа çапла калани тем мар-ха, тепĕр чух хăлха чикки туянасси те инçех мар.
Виçине пĕлсе тытсан, пулă пурне те çитет. Апла пулсан, мĕншĕн непсĕсĕрленмелле-ха; Е ыттисем валли ан юлтăр тетпĕр-и; Чăннипех пăшăрхантарать çакă, чун-чĕрене ыраттарать...