23 июня 2012 г.
ИЛЕМЛĔ те илĕртÿллĕ вырăнта вырнаçнă "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ. Ăна, Пăчăрлă Пашьел тата Баскак лесничествисене пĕрлештерсе тăраканскере, чăннипех илем тĕнчи теме пулать. Илĕртÿллĕ те пуян вăл. Пĕр сăмахпа каласан, чуна туртакан асамлă çут çанталăк кĕтесĕ.
Вăрман çулталăкĕпех илемлĕ. Унăн – хăйĕн пурнăçĕ. Паркри çут çанталăк ылмашăвĕсем çынсем хутшăнмасăр пулса, йĕркеленсе пыраççĕ. Кунта йывăç-тĕмсене касма, сайра тĕл пулакан ÿсен тăрансене татма, сунара тухма юраманран чĕр чунсемпе ÿсен тăрансен тĕнчи те пуян: темĕн тĕрлĕ вĕçен кайăк, чĕр чун, хурт-кăпшанкă, кăмпи-çырли, чечек-курăкĕ... Вăрман пурнăçĕнче çырмасен те хăйсен пĕлтерĕшĕ.
Наци паркĕнчи чи илĕртÿллĕ вырăн, кирек мĕн калăр та, "Чăваш вăрманĕн вăрттăнлăхĕсем" экскурсипе турист тата экологи сукмакĕ. Парка килсе çак сукмак тăрăх утса тухакансем чăнласах нумай-нумай вăрттăнлăхпа паллашаççĕ, хăйсемшĕн "кăвак хуппи" уçаççĕ. Кунта паркри чи пысăк йывăçа курма пулать. Упамса çырмин те хăйĕн илемĕпе вăрттăнлăхĕсем. Шывĕ – çăл куç пек тăрă. Ятарлă кану вырăнĕсем, хăйне евĕр кĕпер, юмахри вупăр карчăк çурчĕ – пурне те асăнса пĕтерейĕн-и вара; Курмалли, тĕлĕнмелли – кашни утăмрах темелле. Ятарлă стендсене те темиçе çĕре вырнаçтарнă. Кунсăр пуçне, йывăçран касса кăларнă чĕр чунсен кÿлеписем те чĕрĕ пекех, кăмпасем пирки те çакнах каламалла. Вĕсене "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕнче вăй хуракан С.Ильин ăсталанă. Пĕр-пĕр скульптортан кая мар.
"Чăваш вăрманĕн вăрттăнлăхĕсем" экологи сукмакĕ – Чăваш Республикинчи çут çанталăкăн çичĕ тĕлĕнтермĕшĕнчен пĕри. Çак ята вăл 2010 çулта республикăри конкурса хутшăнса "Çут çанталăк тĕлĕнтермĕшĕ" номинацире çĕнтерсе тивĕçнĕ.
Килĕр, курăр наци паркне, экологи сукмакĕпе утса тухса чунăрсене пуянлатăр, ун илемне яланлăха асра хăварăр. Анчах вăрманта тирпейлĕ пулăр: хăвăр хыççăн юлма пултаракан çÿп-çапа пуçтарăр, вут-кăвартан та сыхă пулăр. Çут çанталăк, уйрăмах вăрман, тирпейсĕрлĕхе юратмасть, хăйне хур кÿрекенсене каçармасть.