23 июня 2012 г.
ТИНĔС курма ĕмĕтленмен, ун хумĕсен ытамне лекме тăрăшман çын çук та пуль тĕнчере.
Палтиел вăрманĕн варринче 400 ытла гектар лаптăк йышăнакан шыв хранилищинче пулса курни маншăн Хура тинĕс хĕррине лекнĕн туйăнчĕ. Республикăн кăнтăр районĕсене экологи тĕлĕшĕнчен таса шывпа тивĕçтермелли çак вырăн манра хальччен пулман туйăмсем çуратрĕ.
Плотинара упранакан шыв чăн та вĕçĕ-хĕррисĕр тинĕсе аса илтерет. Пĕр чарăнми чÿхенекен "тинĕс" шывĕ çутă сенкер пĕлĕтсемпе пĕрлешнĕ пекех. Канăçа пĕлмен хумсем хăйăрлă çырансене çуса тасатаççĕ.
Хĕвел шевле вылякан тăрă шыва сикес, ун сулхăнне туяс кăмăл çуралать. Хĕвел анас умĕн "тинĕсри" сенкер-кăвак чатăр сарă-хĕрлипе ылмашăнать. Тÿпе те тĕрлĕ тĕссемпе сăрланать.
Акă ăçта вăл чуна кайса тивекен ĕлккенлĕх! Çак илеме пĕр сăмахпа, пĕр çаврăм кĕвĕпе çеç палăртаймăн. Палтиел "тинĕсĕ" пирки нумай поэма çырма, сахал мар юрă хывма, çĕршер ÿкерчĕк тума пулать.
Ман шутпа, çакăн пек илеме пăсма, аркатма никамăн та алли çĕкленмĕ. Ку пуянлăха çут çанталăк парнеленĕ, этем алли тĕреклетнĕ. Унра – пирĕн пурнăç. Çут çанталăк пурлăхне упрани – çĕр-шыва сыхланипе танах.