Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юманăн та тăшманĕ пур

23 июня 2012 г.

ВĂРМАНТА юманран çирĕп йывăç та çук. Пурнăçра та пĕр-пĕр çирĕп япалана, вăл шутра çынна та унпа танлаштарас йăла пур. Анчах çирĕп юманăн та тăшманĕсем çук мар. Мĕскер ытларах сăтăр тăвать-ха ăна; Çакăн пирки Шăмăршă лесничествин директорĕн çумĕ С.Богданов каласа пама кăмăл турĕ.

– Юманăн тăшманĕсем пурри пирки тĕрĕсех асăнтăр-ха эсир, – терĕ Сергей Васильевич. – Вăл, тем пек çирĕп те вăйлă пулсан та, сиенлĕ хурт-кăпшанкăсемпе чир-чĕрсене хирĕç хăй тĕллĕн кĕрешеймест. Республикăри ытти районсенчи пекех, пирĕн тăрăхра та çак йывăçа çулçă хурчĕ (дубовая зеленая листовертка) сиенлени палăрчĕ.

– Юманлăхсене малтан та сăнасах, тĕрĕслесех тăнă пулĕ-ха;

– Пирĕн лесничествăра шалт таса юманлăхсем çук. Вĕсем йышлă çитĕнекен лаптăксенче вара вĕсене куçран вĕçертмен. Çуркунне çулçă хурчĕсем пулассипе çукки хĕллех курăнать. Çакна хăйне майлă меслетпе тĕрĕслетпĕр: кашни участок лесничествинчех юман турачĕсене сăнавлăх касса шыва лартатпăр. Папкасем çурăлса çулçăсем тухма пуçласан хуртсем те курăнаççĕ.

– Кăçалхи тĕрĕслевсем мĕн кăтартрĕç, Сергей Васильевич;

– Чăнах та, малтанласа вĕсем сахалччĕ, пысăк инкекех кăтартмалла мар пекчĕ. Хамăр та çакнах шаннăччĕ, анчах эпир шутланă пек пулмарĕ.

Малтанласа юмансем вăхăтрах папка çурма пуçларĕç, кайран вĕсене çулçă хурчĕ тапăнса çирĕ. Çулçă хурчĕ – çулçа çавăрса пырса çиекен хуртсен йышне кĕрекен лĕпĕшсен пĕр тĕсĕ. Пĕтĕм тĕнчипех сарăлнă вăл. Кăçал май уйăхĕнче çанталăк ăшă тăнăран вĕсене ĕрчеме лайăх условисем пулчĕç. Çăмартаран хуртсем апрелĕн иккĕмĕш çурринчен пуçласа майăн малтанхи çурриччен тухаççĕ. Юмансем те шăпах çак вăхăтра çулçă кăлараççĕ. Хуртсем вара тÿрех вĕсене сырса илеççĕ.

– Юмансем хăрĕç-ши вара;

– Питех хăрамалли çук: вĕсем вăй илеççех. Хăраканнисем сайра тĕл пулаççĕ. Май уйăхĕн вĕçĕнче, сăтăрçăсем ернĕ лаптăксенче лĕпĕшсенчен куколкăсем пулса тăнă хыççăн, çулçăсене çиес хăрушлăх пĕтрĕ.

– Кăçал çапла пулĕ-ха та, Сергей Васильевич. Çитес çул куколкăсенчен каллех сăтăрçăсем тухмĕç теме çук вĕт...

– Ку тĕрĕсех. Сăтăрçăсене вĕсене хирĕç кĕрешмесĕр пĕтереймĕн. Çавăнпа участок лесничествисенче лаптăксене тĕрĕслесе тухнă, ăçта сиенлĕ хурт-кăпшанкăсем ытларах пулнине палăртнă, сигнализаци листокĕсем хатĕрлесе Чăваш Республикинчи вăрмансене хÿтĕлекен центра тăратнă, препаратсем пĕрĕхмелли лаптăксен калăпăшĕ паллă. Ку – федераци бюджечĕ шучĕпе туса ирттермелли ĕç.

– Апла пулсан, юмансем çитес çул хăйсене шанчăклă туйĕç;

– Çĕр проценчĕпех çапла пулмасан та, ку тĕлĕшпе лару-тăру палăрмаллах лайăхланĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика