Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕçекен чечексем

23 июня 2012 г.

ЫТЛА та илĕртÿллĕ-çке улăх: тĕрлĕ тĕслĕ чечексем, вĕсем çинче – сĕрлекен пыл хурчĕсем... Юнашарах, авă, кĕмĕл саслă çăл куç шăнкăртатать: шăнкăр-шăнкăр! шăнкăр-шăнкăр! Тÿпери ирĕлсе каясла вĕри хĕвел те хăйĕн сăнне кĕмĕл пек шыва ÿкернĕ.

Сăвăри пек каласан "тĕсне пăхса савăнать".

Йăмăкăн пĕчĕк хĕрачи чупа-чупа чечек татать. Кĕçех унăн ытамĕ сарă, кăвак чечексемпе тулчĕ те. Юлашкинчен вăл вĕл-вĕл вĕçекен лĕпĕшсене асăрхарĕ, вĕсене тытма хăтланчĕ. Çук çав, тыттармаççĕ лешсем – пĕчĕк хĕрача çывхарсанах вĕлтĕртетсе вĕçсе каяççĕ, пуç çийĕн вĕçме тытăнаççĕ.

– Кукка! Кукка! – тет йăмăк хĕрĕ. – Татса пар-ха мана вĕçекен чечексене. Алă çитмест.

Пĕчĕкскер, эпĕ халиччен асăрхаманнине асăрхама пултарнă авă. Лĕпĕшсене вăл вĕçекен чечексем вырăнне хурса йышăннă. Тен, вĕсем чăнласах та вĕçекен чĕрĕ чечексемех;

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика