27 июня 2012 г.
ЧНК пуçарăвĕпе, Шупашкар хула администрацийĕ пулăшнипе июнĕн 24-мĕшĕнче – Республика кунĕнче – тĕп хуламăрти "Шупашкар: 500 çул" культурăпа кану паркĕнче 4-мĕш хут пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ иртнĕ. Унта çĕр-шывăмăрăн тăхăр регионĕнчен (Эрĕнпур, Самар, Тутарстан, Чĕмпĕр, Пушкăртстан, Беларуç, Эстони т. ыт.) килсе çитнĕ хăнасем хутшăннă.
Хальхинче уява Чăваш Енĕн нумай районĕ те хапăл тунă. Хамăрăн тĕп уявăмăра ирттерме пухăннă ентешĕмĕрсем чăваш халăхне халалласа лартнă Юпа умне пухăннă. Чăвашлăхпа хавхаланнă халăх тăван халăхăмăрăн гимне «Алран кайми» юрланă хыççăн вăйă картине тăнă. Акатуй ялавĕ вĕлкĕшме пуçланă, Республика Гимнĕ янăраса кайнă.