Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕккисене парне

27 июня 2012 г.

МАЙĂН 23-мĕшĕнче тĕп хулан "Волжский-3" микрорайонĕнче пурăнакан ашшĕ-амăшĕ В.Соколов урамĕнче туса лартнă çĕнĕ ача сачĕн картишĕнче пуçтарăннă. Ăна уçма асламăшĕ-кукамăшĕ те пынă. Кунтах – çурта хăпартнă строительсем те. Уява хутшăннисем республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутатне Алена Аршиновăна, федерацин тĕп инспекторне Геннадий Федорова ăшшăн кĕтсе илнĕ.

200-мĕш номерлĕ "Эрудит" ача садне савăнăçлă лару-тăрура уçма республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева сăмах панă.

"Эпир паян Шупашкарта куллен 215 ача йышăнакан, хăтлăхĕпе ашшĕ-амăшĕ ыйтнине тивĕçтерекен ача садне ĕçе кĕртетпĕр, – тенĕ вăл. – Шкул çулне çитменнисене пĕчĕккисен учрежденийĕпе тивĕçтерессипе малашне те ĕçлĕпĕр. Виçĕ çулта ашшĕ-амăшĕн пур ыйтăвне те татса парăпăр".

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика