Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика кунне уявланине пĕтĕмлетнĕ

27 июня 2012 г.

ИЮНĔН 25-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйту – Республика кунне уявланине пĕтĕмлетесси. Тĕп докладсене ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Алексей Табаков, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов тунă. Алексей Табаков Шупашкарти V экономика форумĕн (июнĕн 21-24-мĕшĕсенче иртнĕ) ĕçне 1000 çын ытла хутшăннине пĕлтернĕ. Июнĕн 21-23-мĕшĕсенче "Контур" суту-илÿпе курав комплексĕнче регионсен хушшинчи "Регионсем: чикĕсĕр ĕçтешлĕх" курав иртнĕ. Унта Раççей Федерацийĕн 13 субъекчĕпе Италири 228 организаци хутшăннă. Форум пĕтĕмлетĕвĕсенчен пĕри – Шупашкарта Технологисемпе инновацисене пулăшакан центр уçасси çинчен йышăну кăларни. Хальлĕхе Раççейре кунашкал пĕр центр çеç-ха – Санкт-Петербургра. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе "РусГидро" АУО хушшинче форум ĕçленĕ вăхăтра 2012-2016 çулсенче пĕр-пĕринпе çыхăну тытасси тата туслă ĕçлесси çинчен калакан йышăнăва алă пусса çирĕплетнĕ. Куравпа форум пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх 3,5 млрд тенкĕлĕх килĕшÿсем тунă. Республика кунĕн культура программи яланхи пекех пуян. Июнĕн 23-24-мĕшĕсенче Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн "Раççей çăл куçĕсем" XX фестивалĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн призне çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри декораципе прикладной искусство ăстисен "Ăстасен Руçĕ" X фестивалĕ, Чăваш Республикин наци-культура пĕрлешĕвĕсен пултарулăх коллективĕсен "Туслăх кăшăлĕ" XI фестивалĕ, "Сăрпа Çавал кĕввисем" фольклор фестивалĕн гала-концерчĕсем, "Çĕр пин юрăпа ташă çĕр-шывĕнче" юрăпа ташă ансамблĕсен конкурсĕ, "Чăваш Ен кĕввисем – Çĕнĕ Юхăм" эстрада юрăçисен конкурсĕ, республикăри художество пултарулăх коллективĕсен тата чĕннĕ çăлтăрсен концерчĕсем иртнĕ. Пĕтĕм Раççейри чи сумлă фестивальсенчен пĕрне – "Раççей çăл куçĕсем" фестивале – Раççей Федерацийĕнчи 38 регионти 42 пултарулăх коллективĕ, Беларуç Республикинчи 2 коллектив – республика хăнисем çеç 1000-е яхăн çын хутшăннă. Планеркăра çавăн пекех патшалăх тата муниципалитет пулăшу ĕçĕсем панă чухне ведомствăсен хушшинчи электрон çыхăнăвĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явнă. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев министрсене, муниципалитетсен пуçлăхĕсене пулăшу ĕçĕсене электрон мелĕпе парас йĕрке çине куçмашкăн ытларах тăрăшма чĕнсе каланă. Михаил Игнатьевпа Алена Аршинова садике çÿреме пуçлакансене парне панă. Хĕрлĕ хăйăва кассан хăнасем шала кĕрсе строительсен ĕçне пахаланă. Кунта бассейн та пур. Кашни ачана ишме вĕрентĕç. Çывăрмалли пÿлĕмсенче çĕнĕ краватьсем лартнă. Минтер-утиялпа, сĕтел-пуканпа тивĕçтернĕ. Ачасене ăс пама, выляма, сывлăха çирĕплетме мĕн кирли пурте хатĕр. Строительсем кунти ачапчана аван парнепе савăнтарнă. Çывăх вăхăтрах республикăра çакăн йышши темиçе садик уçма палăртнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика