Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăмăршăра çĕнĕ ача сачĕ пулĕ

27 июня 2012 г.

ÇУ тапхăрĕ – çĕнĕ объектсем çĕклеме, юсав ĕçĕсем ирттерме меллĕ вăхăт. Çак ĕçсем мĕнлерех пыраççĕ-ха районта; Пирĕн корреспондент нумаях пулмасть район администрацийĕн строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх секторĕн специалист-эксперчĕпе Н.Головинскийпе тĕл пулса калаçнă, ăна хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтнă. – Николай Петрович, хамăрăн калаçăва строительствăн çĕнĕ объектĕнчен пуçлар пулĕ. – Шăмăршăра çĕнĕ ача сачĕ уçас тĕллевпе пĕлтĕр район администрацийĕ республикăри "Суварстройпроект" ОООра проект тутарнă. Ача сачĕн строительствăпа монтаж ĕçĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 51 миллион та 136 пин тенкĕпе танлашать. Кăçал май уйăхĕнче район администрацийĕ строительство организацийĕсем хушшинче аукцион ирттерчĕ. Ку конкурсра хамăр районти "Строитель" ООО çĕнтерчĕ. Ача сачĕ 90 вырăнлă пулмалла. Шăмăршă вăтам шкулĕпе юнашар тăвакан 2 хутлă объектăн стенисене хĕрлĕ кирпĕчрен тăваççĕ, тулашĕнчен тимĕр сайдингпа илемлетеççĕ, тăррине профнастилпа витеççĕ. Стандартлă çуртăн чÿречисем пластикран пулаççĕ. Июнь пуçламăшĕнче "Строитель" ОООн бригадисем объектăн никĕсне хывма пуçларĕç те ĕнтĕ. Ача сачĕ Çĕнĕ çул тĕлне хута каймалла. Объект валли республика бюджетĕнчен хальлĕхе 40 миллион та 909 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Ача сачĕ валли районти бюджетран та укçа параççĕ. – Май уйăхĕнче, вĕренÿ учрежденийĕсене юсаса çĕнетес тĕллевпе, хăш-пĕр шкулсен дирекцийĕсем те аукционсем ирттерчĕç... – Çапла. Районти "Сувар" строительство организацийĕ – Шăмăршă тата Анат Чаткас шкулĕсенче, "Строитель" ООО Васан тата Палтиел шкулĕсенче юсав ĕçĕсем ирттереççĕ. Çак организацисен бригадисем ĕçе пуçăннă та ĕнтĕ. Шăмăршă вăтам шкулне уйрăммăн илсен, кунта кивĕ спортзала юсаса çĕнетме палăртнă. Анат Чаткасри тĕп шкулта та кивелсе çитнĕ спортзалта юсав ĕçĕсем ирттермелле. Васанти тĕп шкулта коридорсене, столовăя, спортзала çĕнĕ тĕс кĕртмелле. Палтиелĕнчи вăтам шкулта актовăй залра, столовăйра, спортзалта юсав ĕçĕсем йĕркелемелле. Коридорсен урайĕсене керамогранит плитисемпе илемлетеççĕ. Çак шкулăн çивиттийĕн пĕр пайне – ăна кăçал çуркуннехи çил-тăвăл сиенленĕ – цинкланă тимĕр листисемпе çĕнетсе çапмалла. Шкулсенчи строительство бригадисем лайăх пахалăхпа ĕçленине асăнса хăварас килет. Бригадăсем мĕн пур ĕçсене сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеççĕ. Кăçал çак шкулсене юсама республика тата район бюджечĕсенчен пурĕ 9 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. "Сувар" ООО çавăн пекех Ярăславри клубра юсав ĕçĕсем ирттернине те асăнса хăвармалла. Ку клуба тĕпрен юсама республика тата вырăнти бюджетсенчен 800 пин тенкĕ укçа уйăрса панă. Культура учрежденийĕнчи юсав ĕçĕсене августăн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă. – Районти граждансем валли çĕнĕ хваттерсем тума палăртнă-и; – "Юхăннă çурт-йĕр" программăпа килĕшÿллĕн, çывăх вăхăтрах "Строитель" ООО Шăмăршăра виçĕ хваттерлĕ, пĕр хутлă çурт тума пуçлĕ. Хваттерсенчен иккĕшĕ – пĕр пÿлĕмлисем, пĕри икĕ пÿлĕмли пулмалла. Объект валли республика бюджетĕнчен 2 миллион та 900 пине яхăн укçа уйăрнă. Кивелсе çитнĕ тата юхăннă çуртсенче пурăнакан виçĕ çемье çĕнĕ хваттерсене пурăнма куçĕ. калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика